Раҫҫейре
![]() Раҫҫей курорчӗсенче каннисене штрафлаҫҫӗ. Вӗсен 5-шер пин тенкӗ тӳлемелле. Квитанцисене илнӗ ӗнтӗ чылайӑшӗ. Штраф ҫырӑвӗсене почтӑпа ярса параҫҫӗ налукҫӑсем. Курорт укҫи тӳлес сӑнав пӗлтӗр пуҫланнӑ тесе пӗлтернӗ Туроператорсен ассоциацийӗ. 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче. Краснодар тӑрӑхӗнче. Курорт укҫи — 10 тенкӗ. Талӑкне. Сочинчи, Анапӑри, Геленджикри, Горячий Ключри тата Туапсе районӗнчи тӑватӑ поселокра каннисем тӳлемелле ӑна. Тӳлемесен — 5 пин тенкӗ штраф. Укҫана чылайӑшӗ тӳлесшӗн мар. Хӑшӗсем пӗлмеҫҫӗ. Теприсем тур хакне курорт укҫи те кӗрет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗсем ҫӑмӑллӑхлӑ категорири туристсем пулнине ҫирӗплетеймеҫҫӗ. Кӑҫал Краснодар тӑрӑхӗнче курорт укҫине 45 миллион тенкӗ пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |