Раҫҫейри специалистсем шухӑшласа кӑларнӑ кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑна регистрациленӗ. Ку вӑл — тӗнчере халиччен пулман япала. Вакцина пирки паян ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин ертсе пынипе ирттернӗ канашлура калаҫнӑ.
«Вакцина питӗ тухӑҫлӑ тата сиен кӳмест. Хӑйсен кӑмӑлӗпе ӑна тутарнисене сӑнанӑ тӑрӑх», — ӗнентернӗ ҫӗршывӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко.
Кӑшӑлвируса хирӗҫ вакцинӑна Гамалеи центрта тата «Биннофарм» предприятире туса кӑларӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра вакцинаци ирттерме тытӑнӗҫ.