Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирленӗ икӗ ҫын вилнӗ. Ку инкек пӗр талӑкра пулса иртнӗ. Официаллӑ кӑтартусене шансан, пандеми пуҫланнӑ хыҫҫӑн кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 64 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра вилекенсем пулман тесе Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер ҫеҫ пӗлтернӗччӗ. Анчах, куратпӑр ӗнтӗ, савӑнӑҫ нумая пымарӗ. Иртсе кайнӑ талӑкра кӑшӑлвируспа чирлӗ 32 ҫынна тупса палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 7042 ҫын чирленӗ. Сипленнисен йышӗ – 4312, ҫав шутра 67-ӗн – иртсе кайнӑ талӑкра. Чӑваш Енре районти пульницӑсенче те ӳлӗмрен кӑшӑлвирусран анализ илме тытӑнӗҫ. Ун валли ятарлӑ кунсем пӑхса хӑварӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев оперштабӑн ларӑвӗнче каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |