Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирлекенсене тата тепӗр 44 ҫын чирленӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 6 653 ҫын ҫак амакпа чирленӗ. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче паян пӗлтернӗ. Эпидемиологи тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа 3 647 ҫын сывалнӑ, ҫав шутра 31 ҫын — юлашки тапхӑрта. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре 2 955 ҫын чирлет. Юлашки тапхӑрта, тавах Турра, вилекен пулман. Аса илтерер: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 51 ҫын вилнӗ. Хурлӑхлӑ ҫавӑн пек тӗслӗхе юлашкинчен утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче шута илнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвирусран 136 188 тест тунӑ, ҫав шутра иртнӗ талӑкра – 1 069 тест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |