Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхне йышӑнӑва пынӑ ҫынна йӗркеллӗ хуравламаншӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫлӑх патне йышӑнӑва кайни хурав кӗтсе илейменнине прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем тӗрӗсленӗ те, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫырса хуравламаннине тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле ҫынни иртнӗ ҫулти раштавӑн 12-мӗшӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Унта вӑл тавралӑха хӑтлӑх кӗртес ыйтупа калаҫу пуҫарнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ сӑмахпа ӑнлантарнӑ-ха, ҫавӑнпа ӗҫ-пуҫ вӗҫленчӗ тенӗ курӑнать. Йышӑнӑва пыни вара ҫырса хуравласса кӗтнӗ. Ҫын сӑмахпа хуравласан та ҫитет тесе пӗлтермен пулсан ӑна хутпах хуравламалла иккен. Ҫӗмӗрле хула адинистрацийӗн пуҫлӑхне ҫапла вара 5 пин тенкӗлӗх явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() 2002 ҫулччен Шупашкарта Хула прокуратури пулнӑ, кайран ӑна пӗтернӗ. Кӑҫал ҫӗртмен 3-мӗшӗнче вӑл каллех ӗҫлесе кайӗ. Хушӑва Раҫҫей тӗп прокурорӗ Юрий Чайка пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин прокурорӗ Василий Пословский Наци телекуравне каласа панӑ. Хулари район прокуратурисем пӗтессине пӗлтермест ку. Вӗсем ҫавӑн пекех ӗҫлӗҫ. Хула прокуратурине хулари патшалӑх учрежденийӗсене тӗрӗслесе тӑма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе ҫӗнӗрен йӗркелесе яма шут тытнӑ. Прокуратура Правосуди ҫурчӗн пӗрремӗш хутӗнче пулӗ. Унта халӗ статистика пайӗ вырнаҫнӑ. Ку ҫуртрах Мускав тата Ленин районӗсен прокуратурисем ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чебоксарик Хулан палли — Кӑвал чӗппи — валли ят шырани пирки хыпарланӑччӗ. «Уҫӑ хула» порталта пынӑ сасӑлав вӗҫленнӗ. Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалласа йышӑннӑ Кӑвакал чӗппи мӗн ятлӑ пулӗ-ха? Аса илтерер, 10 ятран пӗрне суйламалла пулнӑ: Чеба, Волгарик, Чебруша, Тарават, Савик, Жемчужинка, Чеб, Чебокряшка, Чебоксарик, Чебик. Чылайӑшне Чебоксарик ят килӗшнӗ. Сасӑлава хутшӑннӑ 1580 ҫынран 22 проценчӗ уншӑн сасӑ панӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ Чебӑпа Савик ятсем пӗрешкел процент пухнӑ — вӗсемшӗн пурӗ 13 процентшар сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хусанкай урамӗ Шупашкарта ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пиллӗкри ача машина айне лекнӗ. Турра шӗкӗр, сывлӑхне ытлашши сиен кӳмен. Пульницӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те киле янӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Хусанкай урамӗнче каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. «Киа Спектра» автомобиль хуҫи каланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ачи ҫул ҫинчи «зебра» текен вырӑна кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машина хытӑ кайман пулин те хӑвӑрт чарса ӗлкӗреймен. Инкекӗн чӑн сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче водительсене ҫеҫ мар, ҫуран ҫӳрекенсене те тимлӗ пулма чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫиччен ҫывӑхра машинӑсем пуррипе ҫуккине пӑхмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан чарӑну павильонӗсем вырнаҫтарасшӑн, ҫавна май хула администрацийӗ электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче йӗркелӗҫ. Пӗтӗмпе 14 павильон вырнаҫтарма палӑртнӑ. Аукционра ҫӗнтернӗ организацин килӗшӳ тусан тавара 30 кунра илсе килмелле. Электронлӑ аукционра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр павильон 210 пин те 635 тенке ларӗ. Пӗтӗмӗшле хак – 2 миллион та 948 пин те 890 тенкӗ. Павильонсем ятарлӑ алюмини профилӗнчен пулӗҫ, вӗсем ҫине пӗлтерӳсем ҫыпӑҫмӗҫ, граффити лармӗ. Конструкци вӑйлӑ ҫиле, ҫил-тӑмана чӑтӗ. Тӑрри поликарбонатран пулӗ, шалта 4 ҫынран ытларах вырнаҫмалли сак лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем лӑпкӑ ӗҫлеччӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ара, вӗсен темӗнле ҫынпа та тӗл пулма тивет ахӑртнех. Медицина катастрофисен тата васкавлӑ пулӑшу центрӗ «03» бригадӑсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерӗ. Васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗсене кӑкӑр ҫине ҫакмалли камера парӗҫ, вӑл вӗсене те, пациентсене те ӳкерӗ. Хальлӗх ку проект пирӗн республикӑра сӑнав режимӗнче ӗҫлӗ. Кунсӑр пуҫне васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем валли ятарлӑ программа хатӗрленӗ: вӑл пулӑшу кирли пирки сигнал ярать. Хатӗр тухтӑрсен бригади ӑҫта пулнине палӑртать, вара вӗсем патне ҫийӗнчех полици ҫитет. Палӑртмалла: медпулӑшу машинисенче тревога ямалли пускӑч та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑҫал Чӑваш Енре кураксене шутлӗҫ. Ку ӗҫе республикӑра пурӑнакансене те хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Акцие Чӑваш наци музейӗ Раҫҫейри кайӑксене сыхлакан пӗрлӗхпе пӗрле ирттерет. Акцие кирек кам та хутшӑнаять. Кун валли анкета тултармалла. Кайран ӑна электронлӑ адреспа, пӗринпе, ямалла: chnm8@cap.ru, yakovlev_volodya@mail.ru. Палӑртмалла: акцие Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш хут ирттереҫҫӗ. Кураксене кашни 20 ҫулта шутланӑ. Юлашкинчен «Эткер» 1999 ҫулта шута илнӗ. Ҫакӑ паллӑ: 1979 ҫултан пуҫласа 1999 ҫулччен кураксен йышӗ 178 пинрен 73 пин мӑшӑр таран чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре чи лайӑх вӗрентекенсене палӑртнӑ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсӑн финалне камсем хутшӑнӗҫ-ха? Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче республика шайӗнчи конкурса пӗтӗмлетнӗ. Вӗрентекенсем класс сехечӗсем, ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. Жюри «Уҫӑ дискусси» конкурсӑн финалне хутшӑнма чи лайӑх 7 ҫынна суйланӑ. Вӗсем Раҫҫейри хальхи вӗренӳ тӗнче аталанӑвӗнче мӗнле вырӑн йышӑнни, электронлӑ шкул малашлӑхӗ пирка калаҫнӑ. «Чӑваш Енри ҫулталӑкри вӗрентекен – 2019» конкурс лауреачӗсем пиллӗкӗн пулса тӑнӑ: Шупашкарти 1-мӗш шкулти пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Татьяна Ильина, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнчи акӑлчан учителӗ Александр Кузьмин, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулти ют чӗлхесен педагогӗ Константин Мартемьянов, Елчӗк шкулӗн акӑлчан чӗлхин вӗренеткенӗ Екатерина Сергеева, Вӑрнарти 2-мӗш шкулти акӑлчан чӗлхи учителӗ Ольга Физер. Вӗсем ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен» ята илессишӗн тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене пӗлтерме вӑхӑт ҫитрӗ. Тӑхӑр ҫынтан тӑракан жюри хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе 13 номинацире кам мала тухнисене палӑртса тухрӗ. Вӗсен ӗҫӗпе сире паллаштаратпӑр. «Чӑваш вӑййисем» номинаци 1) «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» — Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн 4-мӗш класс ачисем; 2) «Кӗтесле» — Тӑвай районӗнчи «Асамат кӗперӗ» ача пахчинчи 5 ҫулхи ачасем; 3) «Касримушкӑлла» — Муркаш районӗнчи «Колокольчик» ача пахчинчи 5–6 ҫулти ачасем. «Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пӗчӗк ачасем) номинаци 1) Едифанова Мария (Патӑрьел районӗ, 6 ҫулта); 2) Аметова Анастасия (Муркаш районӗ, 3 ҫулта); 3) Матвеев Богдан (Муркаш районӗ, 5 ҫулта). Ку ушкӑнрах «Чи пӗчӗкки — чи маттурри» вырӑна та палӑртнӑ — ҫак ят Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимешӗнчи «Пучах» ача пахчине ҫӳрекен 2 ҫулти Ева Кудрявцева тивӗҫнӗ. «Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пуҫламӑш шкул) номинаци 1) Мудрецов Алексей (Елчӗк районӗ, 6 ҫулта); 2) Николаева Анастасия (Каҫал районӗ, 10 ҫулта); 3) Алексеева Пинерпи (Ҫӗрпӳ районӗ, 6 ҫулта); 3) Волкова Анастасия (Вӑрнар районӗ, 12 ҫулта); 3) Антонова Елизавета (Йӗпреҫ районӗ, 7 ҫулта). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Савнисем ҫынсенчен аякра, хӳмере, канма шутланӑ. Анчах ку инкекле ҫаврӑнса тухнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 49 ҫулти хӗрарӑм тата унӑн пӗлӗшӗ Сӑр тӑрӑх кимӗпе Ҫӗмӗрле тата Хӗрлӗ Чутай районӗсен чиккине ишсе ҫитнӗ. Арҫыннӑн унта хӳшӗ пулнӑ. Ҫак вырӑнта темиҫе ҫухрӑмра та никам та пурӑнмасть. Тепӗр кунхине арҫынпа хӗрарӑм эрех ӗҫнӗ. Самаях ӳсӗрӗлнӗ пулмалла – хӗрарӑм ҫыранран ӳксе юханшыва чӑмнӑ. Унта вара тӗпӗнче юшкӑн, хӗрарӑм кӗрсе ларнӑ та шывпа чыхӑнса вилнӗ. Телефонсем вара хӗрарӑм ҫумӗнче пулнӑ, ҫавна май арҫын ниҫта та шӑнкӑравлайман. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен арҫын ҫавӑнтах пулнӑ, савнин виллине куҫран ҫухатас темен. Инҫех мар ҫынсем кимӗпе ишнӗ, мотор сивӗтес тесе шӑпах ҫав вырӑнта чарӑннӑ. Ҫавӑн чухне тин арҫын йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Халӗ следовательсем хӗрарӑм мӗнле вилнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |