Спорт
![]() Чӑваш Енри районсенче урамри спорт лапамӗсем пулӗҫ. Кӑҫал вӗсене тӑхӑр районта йӗркелеме палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ лапамсене ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) комплексӑн нормативӗ валли хатӗрленме тӑвасшӑн. Ҫавсене «Спорт – норма жизни» (чӑв. Спорт — пурнӑҫ йӗрки) проектпа килӗшӳллӗн уҫӗҫ. Спорт лапамӗсене Йӗпреҫ, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав, Шупашкар, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче йӗркелесшӗн. Тепӗр икӗ ҫулта яллӑ тата тепӗр сакӑр районта йӗркелесшӗн. Укҫа-тенке илсен, спорт лапамӗсене кӑҫал тума федераци хыснинчен Чӑваш Ене 26,4 миллион тенкӗ укҫа килмелле. Регионти бюджетран тӑкакӑн 1 проценчӗ чухлӗ — 267,4 пин тенкӗ — уйӑрмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗрремӗшпе иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен каналсен аналог версийӗ малашне пулмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Пирӗн республикӑра ӑна ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче сӳнтерӗҫ. Цифра телекуравне пӑхассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Чӑваш Енре (8352) 26-11-11 номерпе «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑранпа специалистсем патне 877 хутчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл номерпе сӗнӳ-канаш ыйтма ҫеҫ мар, телевизора ҫӗнӗлле ӗҫлеттерме пулӑшакан нимеҫӗсене те чӗнсе илме пулать. Ун пек заявкӑсене 217 хутчен шута илнӗ. Нимеҫӗсем 170 киле ҫитме ӗлкӗрнӗ. Цифра телекуравӗ ҫине куҫас ыйтӑва тӗрӗслесе тӑрассине пирӗн республикӑра Михаил Игнатьев Элтепер хӑй ҫине илнӗ. Аса илтерер, (8352) 26-11-11 номерлӗ «хӗрӳ лини» ака уйӑхӗн 14-мӗшӗ таран тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ирхи 9-тан 18-ччен ӗҫлет; ака уйӑхӗн 15-28-мӗшсенче — тунтикунтан пуҫласа шӑматкунччен 8 сехетрен 20-ччен; ака уйӑхӗн 29-ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче – тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ирхи 9-тан 18-ччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗ – Космонавтика кунӗ. Чӑваш Ен, ҫав шутра Сӗнтӗрвӑррисем те, ӑна уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем шӑпах ҫав тӑрӑхра, Андриян Николаев ҫуралнӑ районта, иртӗҫ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, акан 12-мӗшӗнче Шуршӑл ялӗнче Космонавтика кунӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисем пулӗҫ. Малтанах Летчик-космонавтӑн асӑну комплексӗнче митинг-концерт пулӗ. Унтан музейре экскурси иртӗ, Юрий Гагарин пирки документлӑ фильм кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Спица ҫинчи хӗвел» велочупу иртӗ. Велочупуҫӑсен ҫулӗ Ҫӗнӗ Шупашкартан Шуршӑла выртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокуратурӑна ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ӗнер, ака уйӑхн 5-мӗшӗнче, Раҫсейӗн тӗп прокурорӗ ку должноҫе Евгений Серебрякова ҫирӗплетнӗ. Евгений Александрович Серебряков паян — юстицин аслӑ канашҫи. Вӑл 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1994—1999-мӗш ҫулсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 1999 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ӑна Шупашкар районӗнчи Ленин районӗнчи прокуратурӑна прокурор пулӑшуҫи пулма ӗҫе илнӗ. Унтанпа Серебряков тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра — преступление тӗпченине тата ШӖМ органӗсен оперативлӑ тата шырав ӗҫне тӗрӗслекен пай прокурорӗнче, Ленин район прокуратурин прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, Ҫӗнӗ Шупашкарта — прокурор ҫумӗнче, Чӑваш Енӗн прокуратуринче пай пуҫлӑхӗн ҫумӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫук-ха, ҫапла ҫирӗплетсех калама хальлӗхе иртерех. Анчах Шупашкар хулине ертсе пыракансем патне ҫав шухӑша сӗнекенсем пулнӑ-мӗн. Гладков урамӗн пӗр пайне урӑх ят парасси пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Алентей ятне Гладков урамӗпе паралельлӗ пыракан лаптӑкри урама парасшӑн. Ҫапла майпа чӑваш халӑх писательне, прозаикне, критикне, публицистне, Василий Алентея, сума сунине палӑртасшӑн. Ҫитменнине кӑҫал, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, вӑл ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитет. Урама Василий Алентей ятне парас ыйтупа хула валҫӗсем халӑхра ыйтӑм ирттерӗҫ. Ун валли вӗсем яланхиллех «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) портала суйласа илнӗ. Сасӑлава хутшӑнакансем валли виҫе вариантлӑ хурав хатӗрленӗ: «ҫапла», «ҫук» тата «ку ыйтӑва специалистсен татса памалла». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тата тӑван халӑхӑмӑр культурине аталантарма пулӑшса пыракан вырӑнти тӳре-шара ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче канашлӑва пухӑннӑ. Унта Акатуй ирттерес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки эпир ҫав енчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбура хыпарланинчен пӗлтӗмӗр. Чӑвашсен уявне сӳтсе явакан мероприятие видеоконференцҫыхӑнӑвӗн мелӗпе йӗркеленӗ. Ҫапла майпа Тӗментисем тата Аромашево ялӗнче пурӑнакан хастарсем канашлама пултарнӑ. Вӗсем Акатуя епле ирттересси пирки хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, тӗрлӗ сӗнӳ-канаша итленӗ. Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уявлама калаҫса татӑлнӑ. Ираида Маслова пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехетре лаша ӑмӑртавӗ пуҫланӗ, 12 сехетре — ытти мероприяти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юлия Назарова тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ ача ҫунса вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушар вӑхӑтӗнче вӗсем килте пӗчченех пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта ҫӳренӗ. Инкек хыҫҫӑнах тӗрлӗ сас-хура пулчӗ. «Про Город» хаҫата пушар алхаснине курнӑ ҫынсем каласа кӑтартнӑ. Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Вӗсене хваттертен кӳрши илесе тухнӑ. Пушар алхаснине киле таврӑннӑ амӑшӗ, 38-ти хӗрарӑм, курнӑ. Вӑл ун чухне ӳсер пулнӑ, ҫунакан хваттере ачисене ҫӑлма кӗмен, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Кӳрши хваттере кӗме хӑраман, вӑл пӗчӗскерсене кладовкӑра тупнӑ. Ачасене урама илсе тухнӑ хыҫҫӑн медпулӑшу пама хӑтланнӑ, анчах усси пулман – пӗчӗкскерсем сывласа яман. «Ачасем алӑк уҫса подъезда тухайман. Вара аппӑшӗпе шӑллӗ хваттерти чи пӗчӗк пӳлӗме, кладовкӑна, пытаннӑ», - каласа кӑтартнӑ хаҫата. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ачасен ашшӗ-амӑшӗ час-часах ӗҫкеленӗ. Следстви комитечӗ амӑшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗ ачасене питӗрсе хӑварнӑ та хӑй саунӑна кайнӑ, унта 2,5 сехет эрех ӗҫнӗ. Амӑшне следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри шырав отрячӗсем ҫулсеренех ЧР Элтеперӗн грантне тивӗҫеҫҫӗ. Кӑҫал субсидисене камсем илнӗ-ха? Шупашкарти 37-мӗш шкул «Ку вилнисене мар, чӗррисене кирлӗ» проектшӑн 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул вӗренекенӗсем «Историе пӗрле ҫыратпӑр: Ҫар Мухтавӗн музейӗ» проект хатӗрленӗ. Куншӑн вӗсене те 100 пин тенкӗ грант панӑ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнчи ачасем те хастар: вӗсем те 100 пин тенке тивӗҫнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем «Раҫҫейре паттӑр ҫитӗнтермен ҫемье ҫук» проект хатӗрленӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем «Чӗррисем, пире ан манӑр!» проектшӑн 75 пин тенкӗ илнӗ. «Студентсен канашӗ» «Георги хӑйӑвӗ» проектшӑн 75 пин тенке тивӗҫнӗ. «Хӗрлӗ мӑкӑнь» шырав пӗрлешӗвӗ «Манӑн ҫӗршыв паттӑрӗсем» проект ҫырса 75 пин тенкӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() РИА Новости сайтӗнче сӑн Кӑҫал Шупашкарти кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-24-мӗшӗсенче иртӗ. Кинофестивальте пӗтӗм тӗнчери программӑна кӑтартма палӑртнӑ, унта Австралири, Данири тата Польшӑри фильмсем кӗрӗҫ. Яланхи пекех этника тата регион киновӗн конкурсӗ иртӗ. Унта Пушкӑртстанри, Кабарда-Балкарти, Бурят Республикинчи тата ытти регионти ӗҫсем кӗрӗҫ. «Кино – ачасене» программа та пулӗ. «Ҫыхӑнура» портал хыпарланӑ тӑрӑх, кинофестивале Раҫҫей халӑх артисчӗ Виктор Сухоруков килме кӑмӑл тунӑ. Паллах, ытти паллӑ хӑна та пулӗ. Каласа хӑвармалла: кинофестиваль кӑҫалхипе 12-мӗш хут иртет. Ӑна 2008 ҫулта ЧР Президенчӗ Николай Федоров ҫирӗплетнӗ. 2009 ҫулта республика правительстви ӑна ҫулсерен ирттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумне Александра Юсуповӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александра Юсуповӑна ӗҫрен кӑларасси пирки ҫирӗплетнӗ хушӑва паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Каласа хӑвармалла, Александра Юсупова ку должноҫре 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗнченпе вӑй хунӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн строительствӑпа архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Алексей Грищенкӑн икӗ ҫум. Пӗри — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ Владимир Максимов, тепри — министр ҫумӗ-Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ Александр Шевлягин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |