Хулара
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вилнӗ чӑхсем йӑванса выртнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Кун пирки вӗсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. «Вӑй агрегачӗсен савучӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ чӑхсен виллисем выртнине хула ҫыннисем курнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унта 30-40 штук таранах. Хӑшӗ-пӗри ҫул ҫинчех, халӑх ҫӳренӗ вырӑнта, йӑванса выртнӑ. Ахӑртнех, вӗсене килсӗр йытӑсем сӗтӗрме пуҫланӑ. Чӑхсем мӗнле вилни тата хулари чарӑну ҫывӑхӗнче мӗншӗн выртни хальлӗхе паллӑ мар. Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш Енре чӑх-чӗпе кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен прививка тума пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Никита Тӗнче паллӑ ҫулҫӳревҫӗ Шупашкар хулинчи тӳре-шарана кӳреннӗ. Аса илтерер, ҫак эрнере вӑл Европӑна, тата тӗрӗсрех каласан, Финландине, велосипедпа тухса кайнӑ. Унпа пӗрле ҫула мӑшӑрӗ Анастасия тата ҫулталӑк та тултарман хӗрӗ Аяран тухнӑ. Чӑваш Республикин ятне хамӑр ҫӗршыв тӑрӑх ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те ҫӗклесе ҫӳрекенскер Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшасса шанса пурӑннӑ. Кун пирки ӑна пӗлӗшӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче шантарнӑ-мӗн. Вӑл хула администрацийӗнчи тӳре-шарапа паллаштарма пулнӑ. Хула администрацийӗ ҫул ҫинче кирлӗ снаряженипе тата ытти хатӗрпе пулӑшма килӗшнӗ-мӗн. Никита малтан Салаевӑпа ҫыхӑну тытнӑ, кайран лешӗ ӑна спортпа физкультура пайӗнчи Малов патне ӑсатнӑ. Маловӗ йышӑнӑва та чӗннӗ. Анчах сӑмахпа шантарнинчен ытла лав хускалман. Ҫапла вара Чӑваш Енри паллӑ велоҫӳревҫӗ ҫемйи пулӑшу кӗтсе илмесӗрех Хӗвеланӑҫ енне тухса кайнӑ. «Манӑн тӑван хулара ҫавӑн пек пуҫлӑхсем ӗҫленишӗн намӑс та. Тепӗр тесен вӗсемпе ӑнманнишӗн савӑнатӑп та», — тесе ҫырнӑ Никита Тӗнче тӗнче тетелӗнче. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне — экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина ӗҫрен кӑларнӑ. Ӑна пӗр вӑхӑт ӗҫрен сирнӗччӗ, анчах тилхепӗне туртса илменччӗ. Паян Михаил Игнатьев Аврелькина ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Аса илтерер, пысӑк пуканлӑ тӳре-шара тӗлӗшпе хӑй вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Аврелькина изолятора малтанласа икӗ уйӑхлӑха хупса хунӑччӗ, кайран ҫав вӑхӑта тата тепӗр тӑватӑ уйӑхлӑха тӑснӑччӗ. Ҫав мерӑна ҫемӗҫтерме ыйтса министрӑн ваккачӗ Чӑваш Енӗн Аслӑ судне тавӑҫпа тухнӑччӗ. Анчах унти тӳресем Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвне улӑштарма килӗшменччӗ. Республика Правительствинче пысӑк вырӑн йышӑннӑ ҫыннӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна суд нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Владимир Аврелькин арестне 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӗнче тетелӗнче паллашни темле те ҫаврӑнса тухма пултарать. Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм вара паллашу сайтӗнче вӑхӑта ирттермен, ун патне палламан арҫын хӑйех шӑнкӑравланӑ. Пӗр уйӑх каялла ӑнсӑртран шӑнкӑравланӑ арҫынпа хайхискер тӑтӑшах калаҫма тытӑннӑ. Анчах лешӗ хӑйӗн пирки ытлашши нимӗн те каламан. Ҫакна ҫеҫ пӗлтернӗ: нумаях пулмасть ватӑ амӑшӗ патне килнӗ-мӗн. Хӗрарӑм 18 ҫул тултарман икӗ ачине пӗчченех ура ҫине тӑратнине пӗлсен укҫан пулӑшма шантарнӑ. Кӑштахран арҫын тӗл пулма сӗннӗ, хӗрарӑм килӗшнӗ. Тӗлпулу кунӗнче «савни» ун патне килме тухсан инкеке лекнине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсенчен хӑтӑлма 5 пин тенкӗ кирлӗ имӗш. Тӗлпулӑва хатӗрленнӗ хӗрарӑм йӑлтах ӗненнӗ, укҫа куҫарса пама хӗрхенмен. Унтан арҫынна каллех укҫа кирлӗ пулнӑ, тепӗртакран – татах… Ҫапла икӗ ача амӑшӗ пӗр кунра палламанскере 31400 тенкӗ куҫарса панӑ. Арҫын телефона тытма пӑрахсан тин хӗрарӑм шӑнман пӑр ҫине ларса юлнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ. Пакунлисем палӑртнӑ тӑрӑх, телефон номерне Ӗренпур облаҫӗнче регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти усламҫӑ хӗрарӑма саккуна пӑхӑнманшӑн явап тыттарнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн суту-илӳ павильонӗнчи ӗҫе вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Хайхи хӗрарӑм кӑҫал пуш уйӑхӗнче ют ҫӗршыв ҫыннине ӗҫе илнӗ, анчах кун пирки миграци службине пӗлтерме маннӑ. Унпа вӑл ӗҫ килӗшӗвӗ те алӑ пуснӑ. Миграци службине даннӑйсене вӑхӑтра паманни вара ура хунӑ. Ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ ҫак ӗҫе пӑхса тухнӑ. Судья вӑл айӑплӑ тесе палӑртнӑ, приговорпа килӗшӳллӗн, усламҫӑн суту-илӳ павильонне вӑхӑтлӑха хупса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ҫывхарса пырать. Ҫавна май Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ акци пуҫарнӑ: «10 кун шӑплӑх – 10 кун хырӑм пӑрахмасӑр» ятлӑ вӑл. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, акци Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн хӗрарӑмсен консультацийӗнче иртет. Унта ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 2-мӗшӗччен хӗрарӑмсене хырӑм пӑрахтармӗҫ. Хырӑм пӑрахни хӗрарӑмшӑн сиенлӗ пулнине тухтӑрсем тепӗр хутчен асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫакна палӑртмалла: Раҫҫейре ҫулсерен 4 миллиона яхӑн аборт тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, кунашкал хӑйне евӗр акцисем Шупашкарта та иртнӗччӗ. Юратакансен кунӗнче, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, ЗАГСа уйрӑлма пынӑ мӑшӑрсене тепӗр утчен шухӑшлама сӗннӗ, уйрӑрман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗн пульницине 40 ҫулти хӗрарӑма илсе килнӗ. Хайискер наркӑмӑшланни паллӑ пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби акӑ мӗн хыпарлать: хӗрарӑм килте йӑнӑшпа гербицид ӗҫнӗ. Вӑл тимсӗрлӗхне пула ҫак хутӑша 50 грамм ӑша янӑ. Ҫакӑ тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: вӑл ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнӑ. Пульницӑна илсе пырсан хӗрарӑма тухтӑрсем медпулӑшу панӑ: унӑн хырӑмлӑхне тасатса кӑларнӑ, унтан киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарта политикӑн машинине кислотапа сапнӑ. Ку пӗрремӗш хут пулман-мӗн. Оппоизицинерӑн ГАЗельне такамсем унччен те кислотапа сапнӑ иккен. Ку ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Ун чухне политикӑн машини стоянкӑра тӑнӑ. Ҫакна та каламалла: оппозиционерӑн машини ҫинче хальхи влаҫа хирӗҫ пулнине кӑтартакан плакатсем ҫыпӑҫтарнӑ. «Кислота пирки калас тӑк, ку пӗрремӗш пулӑм мар. Пӗрремӗшӗ пушӑн 1-мӗшӗнче хула администрацийӗ умӗнче пулчӗ. Ун чухне тепӗр икӗ уйӑхран кӑна маскӑллӑ палламан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗҫ», - каласа панӑ Шупашкар ҫынни. Пӗрремӗш хутӗнче политик 98 пин тенкӗлӗх шар курнӑ, хальхинче вара – 10 пин тенкӗлӗх. Ҫитменнине, хальхинче такамсем икӗ кустӑрмана ҫӗҫӗпе каснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти нимеҫӗсен центрӗн халӗ уйрӑм ҫурт пур. Малашне вӑл Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче вырнаҫӗ. Унта нумаях пулмасть юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Палӑртмалла: «Шупашкарти нимеҫӗсен центрӗ» ҫамрӑксен организацине 2015 ҫулта официаллӑ майпа регистрациленӗ. Вӑл Раҫҫейри нимеҫӗсен центрӗсен ассоциацине кӗрет. Унта 59 регионти 139 организаци кӗрет. Вӗсен йышӗнче – Атӑлҫи тӑрӑхӗнче 25 центр. Шупашкарти нимеҫӗсем тӗрлӗ енпе ӗҫлеҫҫӗ: экологи, спорт, культура… Хуламӑр 550 ҫул тлутарнӑ май вӗсем юбилей ячӗпе иртекен мероприятисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре цифра телекуравӗ сӳнме пултарать. «Ӗҫлеттерсе ячӗҫ кӑна-ҫке, мӗн амакӗ тата?» — тесе тӗлӗнме кирлӗ мар. Республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, цифра телекуравӗ тикӗс те паха ӗҫлетӗр тесен ӑна вӑхӑтра тӗрӗслемелле. Ҫавна май Раҫҫейӗн телекуравӗпе радиовещани сечӗн Чӑваш Енри филиалӗн специалисчӗсем радиотелекурав станцийӗсенче профилактика ӗҫӗсем туса ирттерӗҫ. Ҫавна вӗсем ҫу уйӑхӗн 27-31-мӗшӗсенче пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Профилактика ӗҫне Хӗрлӗ Чутайӗнче, Шупашкар районӗнчи Ишлейӗнче, Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырминчи тата Чӑпкасри, ҫавӑн пекех Етӗрне районӗнчи станцисенче ирттерме палӑртнӑ. Ишлейре ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 16-ччен профилактика енӗпе тимлӗҫ, Чӑпкасра — ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Ыхраҫырминче — ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен, Етӗрне районӗнче — ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 12-рен 18 сехетчен, Хӗрлӗ Чутайӗнче — ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 9-тан 15 сехетчен. Профилактика вӑхӑтӗнче телекурав сигналӗ вӑхӑтлӑха сӳнме пултарӗ. Ӗҫе вӗҫлесен вӑл йӗркеленсе кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |