Пӑтӑрмахсем
![]() Укҫа тесен шапа та алӑ тӑсать теҫҫӗ. Тӳре-шарана та вӑл кирлӗ. Ҫӗмӗрле хулинчи «Восход» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) культура керменӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫын та кӗмӗл тесен виҫ ҫухрӑмран тарман курӑнать. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче хайхи пуҫлӑх хӑйне пӑхӑнакан ӗҫчене преми ҫырса панӑ. Анчах ҫав укҫаран пӗр пайне хӑйне куҫарса пама ыйтнӑ. Пуҫлӑха хирӗҫ каяймӑн — 7 пин тенкӗ премирен 3 пинне лешӗ культура учрежденийӗн ертӳҫин банк картти ҫине куҫарнӑ. Прокуратура ҫак кӑлтӑка палӑртнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине Ҫӗмӗрлери районсем хушшинчи прокурор хӑй тӗрӗслесе тӑрать иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире мастерта ӗҫлекене ҫын сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнӗшӗн судпа айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн управленийӗ тӗпчевҫисем пуҫарнӑ ӗҫе прокуратура ҫирӗплетнӗ, халӗ ӑна суда ярса панӑ. Пӑтӑрмахӗ иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. 55 ҫулти мастер техника хӑрушсӑрлӑхшӗн яваплӑ пулнӑ, анчах тивӗҫе вӑл туллин пурнӑҫласа ҫитереймен тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл рабочие пӑрӑх прокладкине ылмаштарма хушнӑ. Мастер рабочи ҫак ӗҫе епле пурнӑҫланине сӑнаса тӑман, ӑна противогаз та тӑхӑнма хушман иккен. Юсав вӑхӑтӗнче конденсат (тӑвар йӳҫекӗпе формальдегид) юхса тухнӑ. Ҫав сывлӑш ӳпкене лекнӗ рабочи пульницӑна лекмеллех аманнӑ. Вӑл паян та сипленсе пӗтереймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2017 ҫулхи ҫулла Етӗрне хулинче Сӑр юханшывӗ хӗрринчи вакунран икӗ ҫын вырнаҫмалли кимӗ, мотор тата пулӑ тытмалли хатӗрсем ҫухалнӑ. Такам вакун ҫӑрине ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Полицейскисем вӑрра шырама пуҫланӑ. Вӑхӑт иртсен ҫак ӗҫе Етӗрне районӗн арҫынни тума пултарни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫав арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Хайхискер йӗр ун ҫине ӳкнине туйсан кимме тавӑрса пама шутланӑ. Вӑл кимме урӑх ҫынсем урлӑ хуҫине тавӑрса панӑ. Кимме йӑкӑртнӑранпа 2 ҫул иртнӗ пулнӑ ӗнтӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тепӗр хутчен тӗпчеме тытӑннӑ. Халӗ следстви пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Богданкӑра пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче инкек пулнӑ: йытӑсем тытмалли мини-приют тата хуҫи ҫунса кайнӑ. Пушарта хуҫипе пӗрле йытӑсем вилнӗ. Пушар Ватунин урамӗнчи 1-мӗш ҫуртра ирхи 3 сехетсенче тухнӑ. Пушарнӑйсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫурт тӑррине, пӗр верандӑна тӗп тунӑ. Кил хуҫи хӗрарамӗ 55 ҫулти Татьяна Иванова кинолог пулнӑ. Вӑл овчаркӑсене юратнӑ, 40 яхӑн йытӑ тытнӑ. Пушар тухни пирки хыпар ҫитсенех зоонимеҫӗсем пулӑшма васканӑ. Ҫурта тата картише кӗме май пулман – чылай йытӑ, сӑнчӑртан вӗҫереннӗскерсем, чупса ҫӳренӗ. 17 йытӑ валли хуҫа, кил тупса панӑ ӗнтӗ. Ҫапах темиҫе йытӑ вольерта-ха, нимеҫӗсем вӗсене пӑрахмаҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ, пӑхаҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кил хуҫипе пӗрле 13 йытӑ, 5 кушак ҫунса кайнӑ, ыттисем урама тухма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Шупашкарти электромеханика колледжӗн вӗрентекенӗ Марина Ситникова Мускавран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри «Манӑн чи лайӑх урок» конкурса хутшӑннӑ. Конкурс Мускавра нарӑс уйӑхӗн 22-28-мӗшӗсенче иртнӗ. Унта ҫӗршыври 90 яхӑн педагог хӑйӗн ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ. Чӑваш Ен чысне педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Шупашкарти электромеханика колледжӗн математика вӗрентекенӗ Марина Ситникова хӳтӗленӗ. Пирӗн ентеш 90 вӗрентекене парӑнтарса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑна мала тухнӑшӑн «Вӗренӳре ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти икӗ троллейбус маршрутне улӑштарӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗн транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва хула администрацийӗнче тунтикун иртнӗ планеркӑра хускатнӑ. Планеркӑра 15-мӗш тата 22-мӗш троллейбуссен маршручӗ улшӑнассине пӗлтернӗ. Пушӑн 23-мӗшӗнче, Андрей Васильев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче контакт сетьне туса пӗтерӗҫ, кун хыҫҫӑн 15-мӗш тата 22-мӗш троллейбуссем «Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» чарӑну таран ҫӳреме пуҫлӗҫ. Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Садовый» микрорайона 10-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти биолог Виктория Штратникова НТВ телеканалпа пыракан «Своя игра» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑййа ертсе пыракан ҫак хӗрарӑма астуса юлнӑ: вӑл 5 ҫул каялла кӑларӑма пӗчӗк ачипе килнӗ пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ те ҫак вӑййа хутшӑннӑ. Хальхинче Виктория Питӗрти инженерпа тата Мускаври юристпа тупӑшнӑ. Пӗрремӗш раундра пирӗн ентеш вӗсенчен пӗринчен кӑна кая пынӑ, 1400 очко пухнӑ. Иккӗмӗш раундра вӑл ва-банк вылянӑ, ҫапла вӑл очкосене икӗ хутчен нумайлатнӑ. Кайран тепӗр 40 балл хушӑннӑ. Пирӗн ентеш пӗрре те йӑнӑш хуравламан. Виктория вӑйӑра Питӗрти инженертан иртсе кайнӑ, анчах Мускав юристне ҫитеймен. Ҫапла вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинчи Кӑнтӑр урамӗнчи пӗр ҫуртра икӗ арҫын обой ҫыпӑҫтарнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискерсем ӗҫленӗ вӑхӑтра эрех те ӗҫкеленӗ. Обой ҫыпӑҫтарса пӗтерсен хваттер хуҫи, 54 ҫулти арҫын, ваннӑйне ҫӑвӑнма кайнӑ. Ҫӑвӑннӑ вӑхӑтра вӑл хупӑ алӑк урлӑ тусӗпе калаҫнӑ. Кӑштахран юлташӗ ваннӑйран сасӑ илтӗнме пӑрахнине асӑрханӑ та унта кӗрсе пӑхнӑ. Тусӗ ваннӑйне кӗрсен хваттер хуҫи вилнине курнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев ирттерет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ваннӑра шывпа чыхӑнса вилнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ӳсӗр пулнипе пулманнине уҫӑмлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представительне уйӑрса лартасси пирки ятарлӑ хушу алӑ пуснӑ. Яваплӑ должноҫе Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫленӗ Петр Чекмарев йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ Петр Чекмарев 2007 ҫултанпа Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫлекен департаменчӗн ертӳҫинче вӑй хунӑ. Аслӑ пӗлӗве Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче илнӗ. Профессипе — агроном. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, иртнӗ ҫул вӗҫӗччен Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулса Юрий Акиньшин ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна хӑйӗн арӑмне вӗлернӗшӗн тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчех хӑйӗн мӑшӑрӗпе харкашса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл халат пиҫиххине ярса тытнӑ та унпа арӑмне пӑвнӑ. 33 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын йӗркелӗх хуралне хӑех шӑнкӑравласа йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Тивӗҫлӗ специалистсем вилене пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма чӑнах та пусмӑрласа вӗлернине палӑртнӑ. Каласа хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май лару-тӑрӑва тӗплӗн уҫӑмлатма тӗрлӗ йышши тӗпчев ирттерме палӑртнӑ. Ҫав шутра — медицинӑпа суд тӗпчевӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |