Ял пурнӑҫӗ
![]() Халӑхран пухакан сӗт хакӗ Чӑваш Енри ялсенче хӑпарнӑ. Кун пирки республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви ведомствӑн агроапат-ҫимӗҫ рынокне йӗркелекен сектор хыпарлани тӑрӑх пӗлтерет. Сӗте халӑхран пӗр литрне вӑтамран 19 тенкӗ те 30 пуспа пухаҫҫӗ. Ку вӑл унчченхи ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 8,8 процент, е 1 тенкӗ те 70 пус, пысӑкрах. Тӗрлӗ районта тӗрлӗ хакпа пухаҫҫӗ. Улатӑр районӗнчех, ав, пӗр литр хакӗ 17 тенкӗрен пуҫласа 21 тенке те 50 пуса ҫитет. Сӗт хакне Йӗпреҫ районӗнче 1 тенкӗ ӳстернӗ, Комсомольскипе Елчӗк районӗсенче — 50-шар пус. Халӑхран тата хуҫалӑхсенчен пухнӑ сӗте тирпейлекен предприятисем вӑтамран 23 тенкӗ те 35 пуспа туянаҫҫӗ. Юлашки эрнере савутсем, сӑмах май, хака 10 пус чакарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Официаллӑ майпа ӗҫлекенсен йышне иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра самай ӳстерме май килнӗ. Ҫавна май хыснана уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен тӳлекен налук тата страховой тӳлев виҫи палӑрмаллах ӳснӗ. Конвертра шалу илекенсен йышне чакарнине пула налук виҫине пӗлтӗр 70,7 миллион тенкӗ пухнӑ, страховой взноса — 232 миллион тенкӗ. Районсемпе хула администрацийӗсене пӗлтӗр республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви килӗшӳпе ӗҫлекенсен йышне 48 пин те 866 ҫынна ҫитерме хушнӑ. Ҫавна килӗшӳ тусах ҫирӗплетнӗ. Ку енӗпе чи тӑрӑшуллисен йышне Комсомольски (унта плана 105,8 процент пурнӑҫланӑ, Ҫӗрпӳ (104,0%), Красноармейски (102,4%) районӗсем лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районне (51,8%), Улатӑрпа (52,2%) Ҫӗмӗрле (71,8%) хулисене начар енчен палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Марина Карягина ҫырнӑ «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» ятлӑ кӗҫӗн класри ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсемпе хӑвӑрткаламӑшсен кӗнеки. Чӑваш кӗнеке издательстви. 2017. Редакторӗ Ольга Федорова. 1000 экз. Художникӗ П.Н.Сергеев.
Пӗр ватӑ карчӑк мӑнукӗ валли Марина Карягинан «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» кӗнекине туянчӗ манӑн автовокзалри кӗнеке лавккинчен. Пӗр-ик эрнерен вӑл ман пата каялла пычӗ те сӗтел ҫине ҫатлаттарса хучӗ ҫак кӗнекене: «Мӗн сӗнтӗн эс мана? Пит лайӑх кӗнеке терӗн! Мӑнукна килӗшет терӗн. «Хут татки мар вӗт вӑл тыркас — ӑна лутӑркама», — тесе ман мӑнук, чутах ҫак кӗнекене лутӑркаса пӑрахатчӗ. Аран туртса илсе ӗлкӗртӗм. Укҫа тӳленӗ вӗт уншӑн. Укҫана каялла тавӑрса пар!» — тет хайхискер. Хирӗҫлеме тӑтӑм та, чутах хама лутӑркаса тӑкатчӗ ҫак хастар карчӑк. Аран-аран саплаштарса, майлаштарса, укҫине каялла тыттарса ӑсатса кӑларса ятӑм хайхискере. Хам вара тӗлӗннипе кӗнекене алла тытрӑм та, вуласа тухас, терӗм. Сутмалли кӗнекесем Кӗнеке издательствинчен килӗшӳ тӑрӑх лавӗпех илсе килсе панӑран, эпӗ маттур ентешӗмӗн кӗнекине вуласа ӗлкӗрейменччӗ. |
Культура
![]() Елена Михайлова тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулнӑ. Пӗр арҫын кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата шалӑп пама пынӑ. Концерт «Химик» культура ҫуртӗнче иртнӗ. Сергей Сергеев арӑмне парне тума шутланӑ та концерта каймашкӑн 2 билет туяннӑ. Анчах вӑл артистсен юррисемпе чунран киленеймен – тухса кайнӑ. «Вӑйлӑ сасса пула залра ларма ҫукчӗ, хӑлхана ҫуратчӗ. Пуҫ ыратма тытӑнчӗ. Эп администратор патне пытӑм та сасса пӗчӗклетме ыйтрӑм, анчах вӑл хирӗҫлерӗ, полици чӗнсе илессипе хӑратрӗ. Ман шутпа, унта децибелсен шайӗ пысӑк пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ арҫын. Вӑл концерт вӗҫленессе фойере кӗтсе тӑнӑ, арӑмӗ залрах ларнӑ. Культура ҫурчӗн директорӗ каланӑ тӑрӑх, унти сасӑ аппаратури сывлӑха сиен кӳме пултараймасть, ытти ҫынран ӳпкев пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре наци сасӑлавне пӗтӗмлетнӗ. Халӑх 2018 ҫулта Раҫҫейри чи паллӑ тата хитре хулана суйланӑ. Аса илтерер: раштав уйӑхӗнче сасӑлавра Шупашкар виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнине пӗлтернӗччӗ. Унтанпа лару-тӑру улшӑннӑ-и? Шупашкаршӑн 153,6 пин ҫын сасӑланӑ. Ҫапла майпа пирӗн хула виҫҫӗмӗш вырӑнтах юлнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Владикавказ. Уншӑн 400 пин ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑна тухнӑ Владивосток 175,2 пин сасӑ пухнӑ. Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкаршӑн сасӑланӑ ҫынсене тав тунӑ. Унӑн шухӑшӗпе, кӑҫал тӗп хуламӑр туристемшӗн тата илӗртӳллӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пурӑнакан арҫын республикӑри патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрпе саккунсӑр усӑ курнӑ. Вӑл ҫӗрпе усӑ курмалли килӗшӳ туман, анчах ҫав лаптӑк ҫинче ҫурт хӑпартса лартнӑ. Ҫапах ку ҫӗре тара илмелли тӳлеврен хӑтармасть. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче суд ӑна парӑм пирки аса илтернӗ. Сахал мар: 956 пин тенкӗ ытла. Суд аса илтернӗ кӑна мар, арҫыннӑн парӑма татма тивнӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнчех ҫак арҫынна суд йышӑнӑвӗпе паллаштарнӑ, ҫӗре тара илнӗшӗн парӑма татмаллине асӑрхаттарнӑ. Анчах хайхискер хӑнк та туман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкартан 114 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ уҫӑ тӳпе айӗнчи музее ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленсе пырать. Сӑмах Йӗпреҫ районӗнчи музей пирки пырать. Вӑл – республикӑри пӗртен-пӗр этнопарк. Музей уҫӑлнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ, унтанпа ӑна пӗрре те юсаман. Унти ҫуртсем – республика пӗлтерӗшлӗ архитектура палӑкӗсем. Вӗсен хӑмисем ҫӗрсе пӗтнӗ, халӗ ҫӗннипе улӑштарнӑ. Чӑвашсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ытти хуралтӑ та вырӑн тупнӑ унта. Тавралла тытнӑ картана та ҫӗнетнӗ. Этнопаркра сӗтелсем, саксем лартнӑ, тротуарсем тунӑ. Сцена та пур халӗ. Музейра фольклор уявӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Музея хӑтлӑлатмалли проекта Эдуард Бахмиов хатӗрленӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк мӑшӑрсем туй кунӗнче фотосесси тумалли вырӑн шыраҫҫӗ. Халӗ ав – тархасшӑн. Музей коолекцийӗнче – 400 ытла экспонат. Йӑлтах алӑпа тытса пӑхма пулать. Унта чикӗ леш енчен те курма килеҫҫӗ. Вӑл уҫӑлнӑранпа (1980 ҫул) пин-пин хӑна ҫитсе илемлӗ вырӑнпа киленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикассинче пурӑнакан Елена Патьянова Ҫӗнӗ ҫул умӗн килӗ умӗнче юртан танк ӑсталаса лартни пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Хӗрарӑм кунашкал кӳлепесене саккӑрмӗш ҫул ӗнтӗ ӑсталать. Аса илтерер: кӑҫал вӑл виҫӗ сысна ҫури, сысна, Хӗл Мучи, Юр пике, Юр кӗлетке те ӑсталанӑ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи танка Елена Патьянова Мускаври музейра курнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ӑна ӑсталама тӗллев лартнӑ. Ку ӗҫе хӗрарӑм темиҫе кун пурнӑҫланӑ. Тӑрӑшни харама кайман. Акчикасси ял тӑрӑхӗнче Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ҫӗнӗ ҫул валли – юртан тунӑ чи лайӑх композици» конкурс ирттернӗ. Елена Александровнӑн ӗҫӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов ӑна тав ҫырӑвӗпе тата парнепе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗнче ачасем Сурхури елкинче савӑннӑ. Шӑпӑрлансем культура ҫуртне пухӑнса Христос ҫуралнӑ уява паллӑ тунӑ. Культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем ачасене Христос ҫуралнӑ уявпа ҫыхӑннӑ историе каласа кӑтартнӑ, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарнӑ. Кун хыҫҫӑн шӑпӑрлансем сӑвӑсем вуланӑ, юрланӑ, ташланӑ, елка тавра карталанса тӑнӑ. Уява Хӗл Мучи те ҫитнӗ. Вӑл ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансемшӗн ҫак уява усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Хальхинче Ордем Галин «Приметы, подсказки, словно из сказки» ача-пӑча кӗнеки тухнӑ. Автор пӗчӗкскерсене пурнӑҫра тӗл пулакан паллӑсемпе паллаштарать, вӗсене пӗлтерӗшне ӑнлантарать. Ордем Гали халӑх ӑслӑлӑхӗсене хӑйӗн пурнӑҫӗнчи тӗслӗхсемпе ӑнлантарса парать. Автор хайӗн историйӗсенче тӗп шухӑша пытарнӑ: кирек мӗн патне талпӑнсан та асамлӑха ӗненмелле, ӗмӗтленмелле. Кӗнеке 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Иван Алексеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |