Хулара
![]() Шупашкарта хулана сӑнсӑрлатакан рекламӑна пӗтерессипе ҫӗнӗ тӑраҫҫӗ. Ҫак енӗпе 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ятарлӑ йӗрке йышӑннӑ. Ӑна хулари Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче алӑ ҫӗклесех ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хулари тӳре-шара шурӑ Шупашкарӑмӑра хӑтсӑрлатакан рекламӑпа кӗрешме пуҫланӑ. «Хула реклами» муниципалитетӑн хысна хысна учрежденийӗ тата ытти яваплӑ специалист вырӑна тухса тӗрӗслеҫҫӗ. Килӗшӳсӗр рекламӑна пӗтерме сӗнеҫҫӗ, асӑрхаттарса хут ҫыраҫҫӗ, кирлех пулсан рекламӑна хӑйсемех илеҫҫӗ. Реклама хӑтсӑрлӑхне хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «куҫа курӑнакан шав» тесе хаклать. Шупашкарти тӗрлӗ вырӑнта килпетсӗр кармашкан рекламӑна вӑл та ырламасть, хӑтлӑлатма тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «Coca-Cola» пылак шыв кӑларакан фирма Сурхурине халалласа хӑйӗн фирмин грузовкӗсене Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулине ӑсатать. Кӑҫал та вӑл ҫапла тӑвас тенӗ. Шупашкар «Coca-Cola» списокне пӗлтӗр те лекмен, кӑҫал та грузовик Чӑваш Енӗн тӗп хулине кӗмӗ. «Coca-Cola» Шупашкара тиркемеллипех тиркет тени ҫапах та тӗрӗс мар. 2016 ҫулта унӑн грузовикӗ Шупашкара кӗнӗ. Техника сӑлтавне пула ун чухне пӗр машина ҫеҫ Шупашкара ҫитейнӗ. Апла пулин те вӑл йывӑр лару-тӑрури ачасене уява пухнӑ. Ҫулталӑк каялла Сурхури караванӗ 69 хулапа пысӑк центрсене кӗнӗ. Кӑҫал вара 12 хулана ҫеҫ ҫитме палӑртнӑ. Списока Красноярскпа Дон ҫинчи Ростов вӗҫлӗҫ. Кӑҫал марафонӑн йӗркине улӑштарнӑ. Ытти ҫул машинӑсем ача ҫурчӗсенче, интернат-шкулсенче, пульницӑсемпе реабилитаци центрӗсенче чарӑннӑ. Халӗ вӗсем ачасене тӗрлӗ ҫӗре илсе кайса кӑтартма тӗллев лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫӳп-ҫап турттарманшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вырӑнтисем тӗнче тетелӗсенчи халӑх ушкӑнӗсенче йӗркеленӗ пабликсенче ку ыйтӑва ҫине-ҫинех хускатнӑ. Хӑйсем ытахальтен пӑшӑрханманнине ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксем ҫеҫ мар, видео та вырнаҫтарнӑ. «Ҫӳп-ҫап хула администрацийӗ умне кайса тӑкар», — тесе тарӑхакансем те пур. Ҫак йӗркесен авторне паян Улатӑр хула администрацийӗн архитектура, хула строительстви, транспорта, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Черкасовпа ҫыхӑнма май килчӗ. Сергей Владимирович ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап турттаракан регионти оператор пӗр организацие тепринпе ылмаштарнӑ. Хайхи ҫӗнӗ подрядчикӑн ҫӳп-ҫап турттармалли икӗ машина пур. Вӑл хушма контейнерсем те туянса вырнаҫтарса тухнӑ. Хула администрацийӗнче тӑрӑшакан тӳре-шара лару-тӑру йӗркеленсе каяссине шантарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Васкавлӑ медпулӑшун пӗр станцин пуҫлӑхне руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тытса чарнӑ. «Антидилер» юхӑмӑн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисен уҫҫисене панӑ хыҫҫӑн пулнӑ. Ҫав кун ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Ҫӗрпӳри, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Етӗрнери тата Патӑрьел районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцисем валли туяннӑ 70 машина уҫҫине панӑ. Каҫхине вара пӗр подстанцин пуҫлӑхне ӳсӗр тытса чарнӑ. «За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗрпӳри подстанци пуҫлӑхӗ пирки пырать. Вӑл, руль умне ӳсӗр ларнӑскер, тытса чарнӑ чухне ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе хӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олимп вӑййисен чемпионӗ Владимир Воронков «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат кӑҫал пирӗнтен уйрӑлнӑ паллӑ ҫынсене аса илнӗ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Енри пӗрремӗш милиционер, профессора тухнӑ Валентин Милюткин. Сӑмах май каласан, вӑл — Шупашкар район ҫынни. 1935 ҫулта Иккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Енӗн Верховнӑй Совечӗн председателӗ пулнӑ Эдурад Кубарев пуш уйӑхӗнче вилчӗ. Шупашкар хулин КПСС комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ Константин Ефремова та аса илнӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет ӑсти Айдар Хисамутдинов, Олимп вӑййисен чемпионӗ Владимир Воронков, физкультурӑпа спорт министрӗ пулнӑ Сергей Шелтуков, футбол тренерӗ Владимир Соломаха, Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, Чӑваш халӑх артисчӗ, Мускаври Пысӑк театр артисчӗ Максим Михайлов та текех ҫук ӗнтӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗррехинче Шупашкарта пурӑнакан 27 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнчи пӗр сайтра мотобуксировщик йӳнӗпе сутнине курнӑ. Хайхискер лавкка менеджерӗпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем тавара мӗнле туянмалли, епле илсе ҫитермелли пирки калаҫса татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн Шупашкар ҫынни сутуҫа 26 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах тавар ун патне ҫитмен, сутуҫӑ вара телефона тытман, пӗр кун пулнӑ сайта вара блокировка тунӑ. Тӗп хулара пурӑнакан 44 ҫулти арҫын та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче илӗртӳллӗ рекламӑна ӗненнӗ те килӗшнӗ холодильникшӗн 18 пин тенкӗ ытла куҫарнӑ. Анчах япала палӑртнӑ кун килмен, арҫын сутуҫӑпа ҫыхӑнма хӑтланнӑ, анчах сайт ку вӑхӑта пулман ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пӗр арҫын паянхи саманара укҫа тума май тупнӑ. Вӑл пачӑшка тухнӑ. Хайхи суя пачӑшкӑ вилнисене юлашки ҫула ӑсатнӑ май кӗлӗ вулать, хваттерсене, автомашинӑсене сӑваплать. Кун пирки Шупашкар тата Чӑваш Ен епархийӗ хайӗн сайтӗнче тӗне пӑхӑнса пурӑнакансене асӑрхаттарса ҫырнӑ. Турӑ ҫыннисем укҫа тумалли ултавлӑ май тупнӑ ҫыннӑн ятне те палӑртнӑ. Вӑл Алексей Соколов иккен. «Чӑваш Ен митрополине ун пирки пирӗн чиркӳсене куллен ҫӳрекенсем пӗлтерчӗҫ. Унӑн православи чиркӗвӗн санӗ ҫук, апла пулин те вӑл вилнисен ячӗпе кӗлӗ вулать, ҫӑмӑл машинӑсемпе хваттерсене, ҫуртсене сӑваплать. Сан ҫук пулсан унӑн ӗҫӗ чиркӳ канонӗсемпе ҫыхӑнса тӑмасть, вӑл ирттернӗ ӗҫ-хӗлӗн усси те ҫук», — палӑртнӑ епархи сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Пучинкери Саша Алексеев «Ёлкӑра чӑваш тумӗллӗ ачасене пуҫласа куртӑм. Шучӗпе ҫавӑ пӗртте тӗлӗнтермелле мар. Анчах Бэтмен, Эрешмен-ҫын тата ыттисен сӑнарӗсене курма хӑнӑхрӑмӑр та, пирӗншӗн тӗлӗнтермӗш евӗр туйӑнаҫҫӗ», – тесе ҫырнӑ «Август» фирмӑн Вӑрнарти филиалӗн пресс-ҫыруҫи Людмила Иванова Фейсбукра. Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнарти хутӑш препаратсен савучӗ ыр кӑмӑллӑх ёлки ирттернӗ. Унта Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасене пухнӑ. Ун пеккине предприяти вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ йӗркелет. Кӑҫалхине икӗ ача чӑвашла тумланса пынӑ. Иккӗшӗ те вӗсем — Йӗпреҫ районӗнчен. Пӗри — Хурамалтан, тепри — Пучинкерен. Пучинкери ҫиччӗмӗш класс ачи Александр хӑйӗн амӑшӗ, Раиса Алексеева, тӗрленӗ кӗпене тӑхӑннӑ. Ҫак йӗркесен авторне Раисӑпа телефонпа калаҫма май килчӗ. Вӑл ҫемьери тепӗр виҫӗ ачи валли те ҫавӑн пек тум ӑсталаса панине пӗлтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ЧӑвашЕн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра ӗҫлесе пысӑк хисепе тивӗҫнисене Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чысланӑ. «Эпир лайӑхран та лайӑхраххисене, чи пултаруллисене, пысӑк хисепе тивӗҫнисене саламлама пуҫтарӑннӑ. Вӗсемпе эпир мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн хушӑмӑрта — Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики умӗнче пысӑк хисепе тивӗҫнӗ ентешсем. Вӗсем хӑйсене професси тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра кӑтартма пӗлнӗ. Ырӑ тӗслӗхӗ ҫитӗнекен ҫамрӑксемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем ыттисене ҫӗнӗ ӳсӗм тума вӑй-хӑват кӳреҫҫӗ, пуҫаруллӑ ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ», – тенӗ Михаил Игнатьев. Пысӑк наградӑна тивӗснисем те парӑмра юлман — Элтепере тав тунӑ май малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре тискер чӗрчунсен йышне ҫулсерен палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал та специалистсем ҫавсене шутланӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр хисепне палӑртнӑ. Ҫак енӗпе юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тимленӗ. Паянхи кун тӗлне хӑнтӑр, ондатра, шашкӑ, ӑтӑр шутне пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ. Хӑнтӑр пирӗн республикӑра — 2550 пуҫ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 9 штук нумайрах. Ондантра шучӗ — 16 542 пуҫ. 2017 ҫулта ҫак чӗрчун 16 036-па танлашнӑ. Шашкӑна илсен, Чӑваш Енре ӑна 85 пуҫ шутласа кӑларнӑ, ӑтӑра — 30. Сӑмах май, ҫак чӗрчунсен шучӗ кӑҫал пӗлтӗрхинчен ӳснӗ: шашкӑ 78 пулнӑ, ӑтӑр – 17. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ чӗрчуна та Чӑваш Енӗн Хӗрлӗ кӗнекине кӗртнӗ. Вӗсене тытма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |