Хулара
![]() Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонпа Николай Гастелло урамӗсен хушшинче типӗ курӑк ҫуннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасем чӗртсе янӑ. Аслисем ҫакна тӳрех асӑрхаман, 20 минутран кӑна курнӑ. Ҫырма хӗрринче ҫунакан типӗ курӑка вӗсем хӑйсен вӑйӗпе сӳнтернӗ: ҫывӑхри ҫырмаран шыв йӑтнӑ. «Аслисем ачасене ҫулӑмран аяккарах илсе кайрӗҫ те витре шырама пуҫларӗҫ. Икӗ е виҫӗ ҫын ҫырмаран шыв йӑтса ҫунакан курӑка сӳнтерме тытӑнчӗ», - ҫапла каласа панӑ халӑх корреспонденчӗ. Юрать, ҫулӑма аслисем сӳнтернӗ, унсӑрӑн шар курасси те инҫех мар. Ара, ҫывӑхра нумай хваттерлӗ ҫуртсем пур вӗт.<s></s> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарта «Ҫуркунне – 2019» ял хуҫалӑх уйлӑхӗ пуҫланнӑ. Эппин, хула ҫыннисемпе хӑнисем ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма пултарӗҫ. Вырӑнти пахча ҫимӗҫе Шупашкарта тӑватӑ вырӑнта сутӗҫ: «Николаевски», «Дар», «Ҫурҫӗр», «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗсенче. Шупашкар хула администрацийӗ «Инстаграмри» хӑйӗн страницинче ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштарсах тӑрать. Ҫак халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫуркунне» уйлӑхра вӑрӑсем, калчасем, ял хуҫалӑх продукцине сутӗҫ. Вӑл хӑҫанччен тӑсӑлассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ. Уйлӑх ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Кӗҫех ЧР Этеперӗн администрацийӗн автобази ҫӗнӗ иномаркӑсемпе пуянланӗ. Автобаза валли тӑватӑ Toyota Camry туянма палӑртнӑ. Аукцион ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ хак – 1 685 000 тенкӗ (пӗр машина хакӗ). Администраци тӑватӑ иномаркӑшӑн 6 740 000 тенкӗ кӑларса хума хатӗр. Машинӑсене тӗллевлӗ субсиди укҫипе туянӗҫ. Элтепер администрацийӗн авобазине мӗнлерех иномаркӑсем кирлӗ-ха? Экологи класӗллӗ хура седан туянасшӑн. Палӑртмалла: автобазӑра унашкал машинӑсем пур ӗнтӗ. Аукцион иртсен ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ тӑвӗҫ. Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн иномаркӑсене 30 кунра илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республикӑра Ҫӗнтерӳ кунне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Уяв умӗн тӗрлӗ акци иртет. Тӗслӗхрен, Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тӳлевсӗрех ҫӳҫ касса ярӗҫ. Парикмахерскире вӑрҫӑ сусӑрӗсене, ветерансене тата вӗсен тӑлӑх арӑмӗсене кӗтеҫҫӗ. Пурин ҫӳҫне те тӳлевсӗр касӗҫ. Анчах акцие пур парикмахерски те хутшӑнмасть. Ҫӳҫ тӳлевсӗр касас тесен ҫакнашкал ятлӑ парикмахерскисене ҫитмелле: «Алла», «Локон», «Мечта», «Моя мечта», «Людмила», «Орхидея», «Камея», «Монголия», «Ботэ», «Багира», «Глория», «Семейная», «Модница». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа медаль хатӗрлеме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ медалӗн эскизне тӑвакансен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Конкурса Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ йӗркеленӗ. Элтепер Администрацийӗн Патшалӑх граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, медаль хӑйне евӗрлӗхпе уйрӑлса тӑмалла. Конкурс материалӗсене ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Эскизсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 10-мӗш хутри 1-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 62-15-18, 64-20-26. Мӗнле электрон адреспа ҫырмаллине те кӑтартнӑ: kadr@cap.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнче йӗрке хуралҫисене явап тыттарнӑ. Вӗсем хӑйсене ӳкерме чарас тенӗ. Ҫавна май кӑнттам калаҫнӑ. Аса илтерер, Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен патруль машинипе пушар сӳнтерекенсен автомобилӗ ҫапӑннӑччӗ. Инкеке асӑрханисенчен пӗри видео ӳкернӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсене ҫакӑ килӗшмен. Видео ӳкерекенпе вӗсем кӑнттам калаҫнӑ. Пакунлисене итлеменшӗн явап тыттарассипе хӑратнӑ. Ҫавна йӑлтах ӳкерсе те ҫырса илме май килнӗ. Каярах Чӑваш Енӗн ШӖМӗ Канаш районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти тӑватӑ ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ. Ҫав шутра — видеокадра лекнӗ йӗрке хуралҫисен пуҫлӑхне те. «Руль умӗнче» автопорталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын — полицин Канаш районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Шакшин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ флешмоба хутшӑнма сӗннӗ. Унта хутшӑнас тесен хамӑр юратакан чӑваш сӑвӑҫин хайлавне (сӑввине) «Контактра» страницӑра вырнаҫтармалла, #ман_юратнӑ_сӑвӑ хэштег лартмалла. Ҫакна ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Ҫак флешмоб хамӑр тахӑҫан юратса вуланӑ чӑваш сӑвӑҫисен пултарулӑхне аса илме май парасса, чӑвашла вулаттарасса, «Контактра» сайтра чӑвашла илемлӗ постсен йышне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ. «Пирӗн чӗлхе — тӗлӗнмелле илемлӗ те ҫепӗҫ. Вӑл кулленхи калаҫура та, юрӑ-сӑвӑра та ҫав тери килӗшӳллӗ янӑрать. #ман_юратнӑ_сӑвӑ флешмоб ҫакна тепӗр хутчен ҫирӗплетӗ кӑна», — тесе ҫырнӑ пуҫаруҫӑсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине астӑватӑр пулӗ. Аса илтерер: Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине самосвал пырса кӗнӗ. Автобусри 11 ҫын ҫавӑнтах вилнӗ, тепри пульницӑра сывлама пӑрахнӑ. Самосвал рулӗ умӗнче «ТУС» компанире ӗҫлекен водитель пулнӑ. Авари хыҫҫӑнах ӑна следстви вӑхӑтӗнче изолятора хупма йышӑннӑ. Ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ҫак кунсенче ӑна Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухнӑ. Прокуратура водителе колони-поселение 6 ҫуллӑха хупма ыйтнӑ. Анчах суд ӑна колони-поселение 5,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн водитель правине 2,5 ҫуллӑха туртса илнӗ. Айӑпланнӑ арҫыннӑн тата «ТУС» компанин вилнӗ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Шинжаев юрӑҫ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш эстрада юрӑҫисем Пушкӑртстанри ял-хулара кӗҫех концерт кӑтартса ҫӳрӗҫ. «Пушкӑртстанра пурӑнакан туссем-чӑвашсем, сире пирӗн концертсенче кӗтетпӗр», — тесе ҫырнӑ юрӑҫ. Афишӑна курнисенчен пӗри, «Киремет» ушкӑн, «Алена Силпипе «Нарспи» поэмӑри Силпи чӑваш ялне пит аван пӗлетпӗр. Ку Алена Сильпийӗ кам пулчӗ тата?!» — тесе йӗпленӗ. Ҫапла ҫырнине сӳтсе явакансенчен пӗри афишӑна вырӑсла ҫырнӑран унта хушамат-псевдонима вырӑслатнӑ тесе ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа Сильпи тесе ҫавӑрттарнӑ тесе пӗтӗмлетнӗ. Тепри тата Дипендри Мани чӑнах та Непалӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ-ши е Владимир Шинжаев шухӑшласа кӑларнӑ-ши тесе иккӗленнӗ-аптӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗхсем пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтерсех тӑратпӑр. Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Спутник хулара та типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑм паян, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 13 сехет те 15 минутра хулари масар ҫывӑхӗнче ялкӑшма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Такамсем Шуршӑл тӑкӑрлӑкӗнчи типӗ курӑка чӗртсе янӑ. Ҫулӑм часах сарӑлнӑ, хула масарӗ ҫине те ҫитнӗ. «Хӗл хыҫҫӑн масар ҫине пӑхма килтӗм. Ун чух курӑк ҫунатчӗ ӗнтӗ, унта 15 минут пултӑм. Инкеклӗ лару-тӑру министерствине шӑнкӑравласа пӗлтертӗм. Эпӗ пӗлтеричченех курӑк ҫунни пирки хыпарланӑ-мӗн», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |