Республикӑра
![]() Никита Тӗнче архивӗнчи сӑн Никита Тӗнче (Васильев) каллех ҫулҫӳреве кайма хатӗрленет. Хальхинче вӑл ҫемйипе – мӑшӑрӗпе Анастасийӑпа тата хӗрӗпе Аяпа – ҫула тухӗ. Вӗсем хӗвеланӑҫри ҫӗршывсене кайма палӑртнӑ. Ҫемье ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫула тухӗ. Пӗчӗк Ая (вӑл ҫулталӑк та тултарман-ха) ятарлӑ велоприцеп ҫинче пулӗ. Пӗрремӗш маршрут паллӑ ӗнтӗ: Шупашкар – Питӗр. Никита Тӗнче каланӑ тӑрӑх, Питӗре икӗ уйӑха яхӑн, тен, кайӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл ку таранччен ачапа ҫула тухса курман. Питӗр хыҫҫӑн – Эстони, унтан кӑнтӑр енне – Балкан ҫурмаутравӗсем ҫине – ҫитме палӑртнӑ. 2020 ҫулхи хӗл хыҫҫӑн ӑҫта каяссине пӑлӑртман-ха. Ҫапах ӗмӗчӗ пур: океан урлӑ каҫса урӑх континента лекесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри тухтӑрсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: тухтӑра хакланӑ чухне 2018 ҫулхи ӗҫ-хӗлне шута илнӗ. Чи лайӑххисене «Ҫын тата эмел» конгреспа килӗшӳллӗн чысланӑ. Питӗ кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри виҫӗ тухтӑр вӗсен йышне кӗме пултарнӑ. «Чи лайӑх тухтӑр-психиатр» номинацире пӗтӗмӗшле психиатри уйрӑмӗн заведующийӗ Анна Филимонова ҫӗнтернӗ. «Медицина реабилитацийӗн чи лайӑх тухтӑрӗ» номинацире Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗн заведующине Надежда Шаржановӑна чысланӑ. Чи лайӑх педиатр ятне Улатӑр районӗн тӗп пульницин участковӑйӗ Ольга Егорова тивӗҫнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне Чӑваш Енри 17 тухтӑр лекнӗ. Конкурсӑн тӗп комиссийӗ финалистсен ячӗсене ҫӗртме уйӑхӗнче пӗлтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Артур Терентьев тунӑ сӑн Пӑр кунран кун ҫӳхелет, хӑш-пӗр ҫӗрте катӑлса та пырать. Ҫӑлавҫӑсем асӑрхануллӑ пулмалли пирки ҫине-ҫинех аса илтереҫҫӗ, уйрӑмах – пулӑҫӑсене. Паян ав пӗр каччӑ чутах пӑр катӑкӗ ҫинче ишсе кайман. Кун пек хыпара «Про Город» хаҫата Артур Терентьев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Паян Коопераци институчӗ ҫывӑхӗнче, 17 сехетре, ӑнсӑртран пулнӑ ку. Хайхискер пӑр ҫинче тусӗсемпе вылянӑ. Унччен те пулман – пӑр катӑлнӑ, пӗр ҫамрӑк ун ҫинче тӑрса юлнӑ. Пӑр катӑкӗ ҫыранран ишсе кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсене тӳрех чӗннӗ. Вӗсем каччӑ патне катерпа ишсе пынӑ, ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Каччӑ пӑр катӑкӗ ҫинче 5 минута яхӑнах тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тытса чарнӑ ҫын Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче юсав ӗҫӗсем туни пирки пӗлтерӳ панӑ. Ун патне кӗҫех «полици ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ, Б.Хмельницкий урамӗнчи ҪҪХПИ ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем ирттерме ыйтнӑ. Хайхи «полици ӗҫченӗ» ҫав арҫынна кӗсье телефонӗн счечӗ ҫине укҫа хума, ӗҫтешӗсем валли коньяк, канфет туянма ыйтнӑ, ҫакна патшалӑх автоинспекцийӗн дежурнӑй чаҫне илсе пыма каланӑ. 28-тискер ҫаксене туянса 5 пин тенке яхӑн тӑкакланӑ. Анчах патшалӑх автоинспекцийӗнче ӑна никам та кӗтсе илмен. Унчченхи номерпе шӑнкӑравланӑ – телефона сӳнтернӗ. ҪҪХПИре ӑна ултавҫӑ аллине лекни пирки ӑнлантарнӑ. Ҫак ултавҫӑ Шупашкар ҫыннисене нумай улталанӑ-мӗн. Ку тӗслӗх хыҫҫӑн вара ӑна тытма май килнӗ. Ултавҫа Краснодар крайӗнче тытса чарнӑ, ӑна акан 8-мӗшӗнче Шупашкара илсе ҫитернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Юстици министерстви «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексӗ» акционерсен обществи валли ҫӗнӗ ертӳҫӗ шырани пирки пӗлтерет. Заявкӑсем йышӑнма пуҫлӗҫ, документсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен тӑратмалла. Ҫак должноҫе йышӑнас тесен специалитетран пӗчӗкрех мар аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Кунсӑр пуҫне ертӳҫӗ должноҫӗнче е полиграфи тытӑмӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ стаж кирлӗ. Халӗ тӗп директор тивӗҫӗсене Иван Архипов пурнӑҫлать. Унччен «Чӑваш Ен» Издательствӑпа полиграфи косплексне» ЧР культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр! Чӑваш халӑх сайчӗ — ҫак конкурсра парнесемпе тивӗҫтерекенсенчен пӗри. Ҫӗнтерӳҫӗсене эпир сӑнӳкерчӗксенчен хатӗрленӗ картинӑсем парнелес шухӑшлӑ, ҫавна май сирӗнтен сӑнӳкерчӗксем йышӑнма хатӗр. Вӗсем пичете юрӑхлӑ пулмалла, сӑнра тӑван тавралӑха ӳкерни пулсан аван. Сӑнӳкерчӗке np@chuvash.org адреспа ярса панӑ чухне палӑртмалла: - кам ӳкернӗ; - ӑҫта ӳкернӗ (район, ял, мӗнле вырӑн); - хӑш вӑхӑтра ӳкернӗ (дата). Сӑнӳкерчӗксене эпир ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӳлевсӗр йышӑнатпӑр. Ӑна ярса пани пире вӑл сӑнӳкерчӗке пир ҫине пичетлесе картина тума ирӗк панипе, конкурс ҫӗнтерӳҫисене парнелеме килӗшнине пӗлтерӗ. Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗн хаклав тапхӑрӗ пырать. |
Политика
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче муниципалитета ертсе пыма тивӗҫ ҫынна шыраҫҫӗ. Маларах «ҫӗрпӳсем» терӗмӗр те, капла калани тӗрӗсех мар. Районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакансем суйлас йӑла темиҫе ҫул каялла пӑчланчӗ. Халӗ кандидатурӑсене малтан республика шӑйӗнчи комисси (ӑна регион ертӳҫи ҫирӗплетет) комисси пӑхса тухса аллать, кайран Депутатсен районти пухӑвӗнче сӳтсе яваҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче республикӑри комисси пайташӗсем пуҫлӑха тупайманнине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер комисси черетлӗ хутчен ларӑва пухӑннӑ. Хальхинче «Надежда» общество ертӳҫи, 1963 ҫулта ҫуралнӑ Виктор Фёдоров, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ, 1981 ҫулхи Игорь Николаев, Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ, 1975 ҫулхи Юрий Ямсков заявлени панӑ. Тӗнче тетелӗсенчен пӗринчи «Цивильск/район» (чӑв. Ҫӗрпӳ/район) ушкӑнра ҫырнӑ тӑрӑх, кандидатсен хушшинче Ҫӗрпӳ район ҫынни ҫук. Район ҫыннисем Беккер оппозиционер (ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ) конкурса хутшӑнасса шаннӑ-мӗн те, анчах вӑл заявлени паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Варкӑш» клуб хастарӗсем черетлӗ кӗнекене сӳтсе явма пухӑнӗҫ. Хальхинче вӗсем Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине тишкерӗҫ. «Мӗн-ши вӑл Тӑрачул? Меселпуҫӗнчи шкул музейӗнче хӗрарӑмӑн чул кӳлепи пур. Пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртех ӑсталанӑ-мӗн ӑна. Ҫав кӳлепе пирки илемлӗ легенда упранать халӑхра...» — тесе ҫырнӑ Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекен Ольга Тимофеева Фейсбукра. Чӑвашла вулама юратакансем те «Варкӑш» клуб ӗҫне хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки те пӗлтернӗ вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева. Чӑвашла вулакансене, Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекипе паллашнисене, пичет кӑларӑмне тишкерме, сӳтсе явма, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ Тутарстанри наци шкулӗсенче тӑван чӗлхепе литература урокӗсене вӗрентекен педагогсене пухнӑ. Ҫавсем хушшинче чӑваш, мари, удмурт вӗрентекенӗсем пулнӑ. Хусанти «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентекенсем квалификацие ӳстермелли курса пуҫтарӑннӑ. Юлташла тӗл пулӑва Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш, мари, удмурт секцийӗсем хутшӑннӑ. Ирина Трифонова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӗп яваплӑха хӑйсем ҫине чӑвашсем илнӗ». Мероприятие ЧНКА ӗҫтӑвком председателӗ Владимир Иванов, «Сувар» хаҫат тӗп редакторӗ Константин Малышев, Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ, ТР Писательсен союзӗн пайташӗ Николай Сорокин, Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзӗн председателӗ Александр Семенов, ЧНКА Ӗҫтӑвком пайташӗ Вера Юнусова, «Аталан» чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗн председателӗ Алена Гордеева хутшӑннӑ. Чӑваш вырсарни шкулӗн пурнӑҫӗпе Сильвия Чаркина паллаштарнӑ. Вырсарни шкулне ҫӳрекен шӑпӑрлансем чӑвашла сӑвӑ-юрӑпа савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗнче тетелӗнче, уйрӑмах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче, чӑвашла ушкӑнсем юлашки ҫулсенче йышланса кайнине ырламалла кӑна. Вӗсенчен хӑшӗсене журналистсем тытса пыраҫҫӗ, теприсене — юрӑҫсем. Хастар ҫамрӑксем те ун пек пабликсене йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пек ушкӑнсенчен пӗринче Алексей Шадриковӑн «Хыт хура» юррине вырнаҫтарнӑ. Ҫӳле: «Ҫӗнӗ юрӑ», — тесе ҫавӑрттарса хунӑ. Юрӑри «Ах, мӗн-ма-ши ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере Пире валли пӗр чӗптӗм те телей ҫук?..» текен икӗ йӗркене вуласан пӗр 15 ҫул каялла, тен, ытларах та пулӗ, хам юратса итлекен тата ӑшӑмра ӗнӗрлекен юрра аса илтӗм. «Пуҫа ҫума ҫумӑр шывӗ пуҫтарам. Ӑш ҫуннине ҫӑл шывӗпе пусарам. Ҫумӑр сивӗ сиплӗ теҫҫӗ, ӗҫме ҫук. Ҫӑл шывӗнчен уҫӑраххи ним те ҫук», — паян та манӑҫман юратнӑ юрӑ сӑмахӗсем. Ӑна Светлана Асамат шӑрантаратчӗ. Паянхи ҫамрӑксемшӗн тата Алексей Шадриков юрӑҫ репертуарӗшӗн вӑл юрӑ, чӑн та, ҫӗнӗ пулӗ. Анчах пирӗншӗн, аслӑраххисемшӗн, палланӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |