Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти аэропорт ҫывӑх кунсенче унчченхи режимпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Халӗ унтисем Мускавран каҫхине килекен рейссене йышӑнма ҫеҫ тухаҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн «Победа» авиакомпани самолечӗсем кунсерен хутлама тытӑнӗҫ. Ирхи рейссене авиакомпани ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗ хыҫҫӑн уҫма палӑртать. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗ хыҫҫӑн «Smartavia» авиакомпани эрнекунсерен Симферополе илсе ҫӳреме тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен «Победа» ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата вырсарникунерен Сочи хулине вӗҫме пуҫлӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗ хыҫҫӑн «Nordwind» авиакомпани эрнекунсерен тата тунтикунсерен Симферополе хутлама тытӑнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗ хыҫҫӑн «Победа» самолечӗсем Шупашкара Питӗр хулипе ҫыхӑнтарӗҫ. Авиакомпани ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен хутлӗ. ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |