Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.0 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Якутирен килнӗ самолета тухтӑрсем кӗтсе илнӗ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Таисия Ташней 23.05.2020 11:13 | 314 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Якут Республикинчен самолет вӗҫсе килнӗ. Унта камсем пулнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри кӗске хыпарӗнче асӑнман. Ют регионтан вӗҫсе ҫитнӗ пассажирсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тата тухтӑрсем кӗтсе илнӗ. Вӗсем пурте кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли тум тӑхӑннӑ. Вӗсем ҫеҫ мар, аэропорт ӗҫченӗсем те, экипаж та.

Самолетсем вӗҫме пуҫланӑ вӑхӑта лару-тӑру улшӑнасса шанннине пӗлтернӗ Шупашкарти аэропортра.

Аса илтерер: аэропорт хальлӗхе ӗҫлеме пуҫламан-ха. Якутирен чартер рейспа килнӗ суперджета кӗтсе илме ҫеҫ унтисем темиҫе сехетлӗхе тухнӑ. Чӑваш Енрен Мускава самолетсем ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӗҫме тытӑнмалла. Каярах ҫавӑн пекех авиарейссем Питӗре, Сочине, Симферополе пулмалла.

#ҫул-йӗр, #Симферополь, #Якути, #тухтӑрсем, #Шупашкар, #Роспотребнадзор, #Мускав, #Сочи, #Питӗр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/CAdXgZOqJX-/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫамрӑксен театрӗ Питӗрте виҫӗ спектакль кӑтартӗ
2019, 09, 24
«Северный ветер» Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ
2020, 03, 24
Шупашкара самолетсем вӗҫме чарӑнӗҫ
2020, 03, 28
«Победа» самолечӗсем вӗҫме тытӑнӗҫ
2020, 05, 15
Самолетсем Крыма та вӗҫме пуҫлӗҫ
2020, 05, 20

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org