Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.0 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: «Северный ветер» Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 24.03.2020 20:44 | 416 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Nordwind Airlines (ку компани «Северный ветер» тулли мар яваплӑ общество ятпа регистрациленнӗ) Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен килекен юлашки авиарейса вӑл пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пурнӑҫлӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Мускава, Мускавран Шупашкара «Победа» лоукостер ҫеҫ ҫӳрӗ.

Маларах асӑннӑ авиакомпани пирӗн республикӑна кӑрлач уйӑхӗнчех вӗҫме чарӑнасшӑн пулнӑ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, авиакомпани халӑх сахал ҫӳренипе сӑлтавланӑ. Ун чухне расписание ылмаштарса пӑхма йышӑннӑ. Анчах расписание ылмаштарни те нимех те улӑштарайман. Халӗ тата ансат мар эпидеми лару-тӑрӑвӗ те витӗм кӳнӗ.

Шупашкарти аэропорт авиакомпани хӑҫан та пулсан Шупашкара каллех вӗҫме пуҫласса шаннине палӑртнӑ.

#аэропортсем, #Мускав, #Шупашкар, #ҫул-йӗр, #самолетсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/B-GsKtmq6Fl/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкартан самолетсем вӗҫеймеҫҫӗ
2019, 03, 25
Самолетпа ҫул ҫӳрекенсем йышланнӑ
2019, 05, 31
Виле пытарма килекен хӗрарӑма самолета лартман
2019, 08, 23
Аэропорт кӗрхи-хӗллехи тапхӑр ҫине куҫӗ
2019, 10, 09
«Нордвинд» самолетсене урӑх вӑхӑтра вӗҫтерӗ
2020, 02, 02

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org