Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Мускава самолетсем вӗҫме тытӑннине эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Аса илтерер: икӗ уйӑх ӗҫлемен хыҫҫӑн аэропорт ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗрен уҫӑлчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Мускавран килнӗ пӗрремӗш самолет тулли пулнӑ. Паян унтан черетлӗ рейс килмелле, 21 сехет те 45 минутра вӑл каялла вӗҫсе каймалла. Ҫапла, хальлӗхе самолетсем пӗр кун урлӑ ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкарти аэропортри лармалли зал пӗчӗккине кура авиапассажирсене перрона тухмалли тепӗр зонӑра самолет кӗтме май туса панӑ. Маска тӑхӑнмаллине те аса илтереҫҫӗ. Кирлӗ пулсан ӑна аэропортра сутаҫҫӗ.
Хӑрушсӑрлӑх мерисене аэропорт ӑнланса йышӑнма ыйтать. Аэровокзал пӗчӗккине кура пассажирсене ӑсатма пыракансемсӗр пыма сӗнеҫҫӗ.