Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркасси поселокӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ нумаях пулмасть суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тата суд ӑна ҫын вӗлернӗ тесе явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫамрӑк тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗш каҫхине сиксе тухнӑ. 24-ри ҫамрӑк хӑйӗн 29-ти пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗр каччӑ тусӗпе тем пайлайман — хирӗҫсе кайнӑ. Тусне вӑл 23 хутран кая мар тапса ҫапса пӗтернӗ, кайран алла ҫӗҫӗ ярса илсе ӑна 6 хутран кая мар чикнӗ. Ҫакӑн пек хӗненӗ, ҫитменнине суранланнӑ хыҫҫӑн 29-ти арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Ҫын вӗлернӗ ҫамрӑка ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |