Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Ишек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район адлминистрацийӗн бюджетне шар кӑтартнӑ тесе явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ (халӗ вӑл вӑл пукана йышӑнмасть ӗнтӗ) ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пани ҫинчен калакан суя документсем хатӗрленӗ. Пурӗ ултӑ хутчен. Вӗсене вӑл хӑйӗн паллаканнисене тыттарнӑ. Ҫав документсене тӗпе хурса лешсем ҫӗре харпӑрлӑха илнӗ. Ҫапла вара район хыснине 184 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Тӑкака саплаштарма кирлӗ пулӗ тесе асӑннӑ лаптӑксене халӗ арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |