Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти пӗр хӗрарӑм пакунлисене хирӗҫ тӑнӑ. Ҫавӑншӑн халӗ ӑна судпа айӑпланӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи кафесенчен пӗрин патӗнче ӳсӗр хӗрарӑма Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн патрульпе пост службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Пакунлисем ӑна ӗҫ машинине лартнӑ, общество йӗркине пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарас пирки асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑншӑн тарӑхнипе хӗрарӑм полицейскисенчен пӗрне питӗнчен икӗ хутран кая мар ҫапнӑ. 44 ҫулти пуҫтах хӗрарӑма иртӗхме паман. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑшӑн ӑна административлӑ енпе, пакунлине хирӗҫ тӑнӑшӑн вара пуҫиле майпа айӑпласа хупса усрамалла мар ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |