Республикӑра
![]() Чӑваш Енри шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене кӑҫал та укҫа уйӑрса пулӑшӗҫ. Грант кирлисенчен документсене йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫак тӗллевпе республика хыснинче 525 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Шырав отрячӗсене укҫан пулӑшма пирӗн республикӑра 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухне Михаил Игнатьев Элтепер «О мерах государственной поддержки поискового движения в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче шырав юхӑмне патшалӑх енчен пулӑшасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ. Ҫапла вара вӗренӳ организацийӗсем ҫумӗнче йӗркеленӗ шырав отрячӗсене 100-шер пин тенкӗ виҫӗ грант уйӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене — 75-шер пинлӗх виҫӗ грант. 2017—2018 ҫулсенче 12 шырав отрячӗ валли 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫамрӑксен патшалӑх премине илме документсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ хутсене 2019 ҫӳлхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри 36-мӗш пӳлӗме ҫитермелле. Маттур ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫӗсене хакласа сӗнекеннисем — министерствӑсемпе ведомствӑсем, муниципалитет районӗсемпе хулисем, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем, организацисем, халӑх пӗрлешӗвӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакцийӗсем. Преми валли хутсем тӑратассине ӗҫ коллективӗсенче сӳтсе явмалла. Преми илес текенсен пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвне шута илӗҫ. Патшалӑх премине малтан сакӑр сферӑра панӑ пулсан, 2018 ҫултанпа ҫак хисепе вунна ҫитернӗ. Преми 50 пин тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти агрегат савучӗн ятне ылмаштарман. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне «Четра» тулли мар явалӑ обществӑн бренчӗн директорӗ Ольга Шорникова паян пӗлтернӗ. «Ята ылмаштарни Шупашкарти агрегат савутне пырса тивмӗ. Вӑл малтанхи ятлах юлӗ. Ӗҫлеме те малтанхиллех ӗҫлӗ, унта вӗҫӗмех ҫӗнӗ вакансисем уҫӑлаҫҫӗ», — тенӗ Ольга Шорникова. «Сбыт компанийӗн ятне ҫеҫ ылмаштарма йышӑннӑ. Вӑл Шупашкарти агрегат савучӗн тата Промтракторӑн продукцине сутать», — тӗплен ӑнлантарнӑ концерн ӗҫченӗсем. Шупашкарти агрегат савучӗ 2000 ҫулсенченпех «ЧЕТРА» ятпа (ҫак сӑмахӑн акӑлчан версийӗ — «CHETRA») ӗҫленӗ, продукцие ҫапла майпа туса кӑларнӑ, сутлӑха ӑсатнӑ. |
Экономика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Хӗвел» савут производство хӑватне ӳстерессине пӗлтернӗ. Кун пирки хула администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ. Хӗвел модулӗсем кӑларакан предприяти производство хӑватне ҫулталӑкра 160 МВт хӗвел модулӗ кӑларас вырӑнне 260 МВт-а ҫитересшӗн. Кун пек кӑтартупа ӗҫлеме тытӑнма унтисем кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ӗмӗтленеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра савутра 500-е яхӑн ҫын тӑрӑшать. Ҫывӑх вӑхӑтра, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен йыша тепӗр 100 ҫын чухлӗ ӳстересшӗн. Предприяти ӗҫченӗсем вӗҫӗмех аталанаҫҫӗ. Хушма пӗлӳ илме вӗсене ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсене яраҫҫӗ. Уйрӑмах кирлӗ специалистсен шутӗнче — производство линийӗн операторӗсем, оборудовани наладчикӗсем, техник-химиксем, пахалӑх тӗрӗслевӗн службин специалисчӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫемьере раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫиччӗмӗш ача ҫуралнӑ. Анчах ашшӗпе амӑшӗ хӗр пӗрчине тӳрех ят хуман. Хӑйсем вара килӗшнӗ ята ача ҫут тӗнчене киличченех суйласа хунӑ. Сӑмах май, ачана регистрацилеме пӗр уйӑх параҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрмарти ЗАГСра регистрациленӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ӑна Кристина-Наталия ят панӑ. Кунашкал тӗслӗх Вӑрмар районӗнче унччен пулман. Палӑртмалла: саккун ачана дефис урлӑ ҫырса икӗ ят хума ирӗк парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ рашчинче йӗлтӗрпе ярӑнма килнӗ арҫын вилнӗ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Инкек паян 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. «Ватӑ ҫын рашчана йӗлтӗрпе ярӑнма килчӗ. Вӑл мӗншӗн вилнине пӗлместӗп», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ. РФ Следстви комитечӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ведомство арҫын вилнӗ тӗслӗхре криминал ҫукки пирки хыпарлан Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тӗнче тетелӗнчен илнӗ сӑн Шупашкарта тӑватӑ ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки опекӑпа попечительлӗх пайӗ пӗлтерет. Давид 7 ҫулта, ырӑ кӑмӑллӑ, калаҫма юратать. Вӑл вӑйӑ пуҫаруҫи, спортпа та кӑсӑкланать. Максим 4 ҫулта. Унпа пӗр чӗлхе тупма ҫӑмӑл. Максим йӑмӑкне юратать, унпа нумай вӑхӑт ирттерет. Ача аслисем ыйтнине яланах пурнӑҫлать. София 2014 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл ҫынсемпе ырӑ, хӑйӗн валли киленӗҫ тупма пӗлет. Хӗрача пиччӗшӗсемпе тата йӑмӑкӗпе туслӑ. Анастасия та ырӑ чунлӑ хӗрача, чи кӗҫӗнни. Вӑл хускалмаллли вӑйӑсене выляма юратать. Ӑна аслисен ӑшши питӗ кирлӗ. Ачасем пирки ыйтусем пур тӑк +7 (8352) 64-21-83 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра 2015 ҫул вӗҫӗнче 99 хаҫат тата 38 журнал тухса тӑнӑ. Халӗ, Роскомнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 69 хаҫат тата 20 журнал тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне 1 бюллетень, 1 сборник, 1 каталог пур. Эппин, виҫӗ ҫулта республикӑра 50 яхӑн хаҫат-журнал пӗтнӗ. Электронлӑ МИХсен те лару-тӑру лайӑхах мар: вӗсем те чакнӑ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 1 радиопрограмма, 11 радиоканал, 8 телеканал регистрациленнӗ. Тата икӗ информагентство пур. Тетелти кӑларӑмсене Чӑваш Енри Роскомнадзор уйрӑмӗ урлӑ регистрациленмеҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 2018 ҫул вӗҫӗ тӗле регистрациленнӗ 112 МИХсен списокне кӗмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ыран автомашина водителӗсене ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ. Ӗҫе е урӑх ҫӗре каймалла тӑк общество транспорчӗпе усӑ курсан аванрах, мӗншӗн тесен ыран республикӑра ҫил-тӑман алхасӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ҫил-тӑман кӑҫал хӗлле пулман. Ыран юр хулӑнӑшӗ 10-12 сантиметр ҫӳллӗш пулӗ. Ҫавна май ҫул ҫинчи лару-тӑру япӑхланӗ. Юр ирхи 7 сехетре ҫума пуҫлӗ те ҫӗрлечченех чарӑнмӗ. 9-18 сехетсенче уйрӑмах вӑйлӑ вӗҫтерӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов та водительсене машинӑна килте хӑварма сӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ шурӑ, тулли приводлӑ кроссоверпа ҫӳреме пуҫлӗ. Михаил Игнатьев мӑшӑрӗ валли иномарка кредитпа туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ . Хусанти KazanFirst кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, автосалона маларах Элтепеи амӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе кайнӑ. Ӗнер вара машинӑна туяннӑ. Официаллӑ декларацие ӗненсен, Игнатьевсен 2006 ҫулта кӑларнӑ «Mercedes-Benz B170» (B-класс) ҫеҫ пулнӑ. Сӑмах май, официаллӑ деклараци тӑрӑх хакласан, 2017 ҫулта Михаил Игнатьев 3 миллион та 889 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн ытти тупӑшӗ (кунта вклад, дивиденд тата ытти кӗрет) 1 миллион та 66 пин тенкӗпе танлашнӑ. Элтепер мӑшӑрӗ ун чухне 696 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, урӑх тупӑшӗ 5 пине яхӑн пухӑннӑ. Ҫемьен пӗлтӗрхи тупӑшӗ каярах паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |