Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫине тӑрсах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Аса илтерер, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра 25 метр ҫуллӗш ёлка уяв сӗмӗ кӳрӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне капӑрлатса пӗтересшӗн. Хӗрлӗ лапамра 4 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче каток йӗркелӗҫ. Ҫанталӑк сивӗ тӑрсан ӑна раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ.

Каток ҫинче ярӑнма ӗмӗтленекен, анчах коньки ятарласа туянас килмесен е ӑна илсе пыма маннисене ҫак хатӗре вӑхӑтлӑх усӑ курма парӗҫ.

Кунсӑр пуҫне Шупашкар хула валҫӗсем ачасене конькипе ярӑнма вӗрентме палӑртса хунӑ. Фигурӑсем туса ярӑнма вӗрентессипе тренерсем ҫине тӑрӗҫ. Унтах ҫавӑн валли кирлӗ тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрпе, ҫав шутра пӗчӗк виҫеллӗ конькисемпе те тивӗҫтерӗҫ.

 

Вӗренӳ

Раштавӑн 5-мӗшӗнче Раҫҫейри шкул ачисем вырӑс чӗлхипе пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырӗҫ. Шупашкарта 2 пин ача пӗлӗвне тӗрӗслӗ.

Сочинение лайӑх ҫырсан шкул ачин ППЭ тытмашкӑн ҫул уҫӑлӗ. «Зачет» илеймесен пӗлӗве тепӗр хутчен, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, тӗрӗслеме тивӗ.

Кӑҫал сочиненире сахалтан та 350 сӑмахпа усӑ курмалла. Суйламашкӑн 5 тема парӗҫ, вӗсемпе кӑшт маларах паллаштарӗҫ. Сочинени ҫырмашкӑн 3 сехет те 55 минут уйӑрӗҫ. Тӗрӗслев пур регионта та 10 сехетре пуҫланӗ. Ачасене словарьсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ. Анча хӑйсен словарьне, планшет, смартфон илсе кӗме юрамасть.

 

Ҫул-йӗр
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Етӗрне районӗнче ҪҪХПИ инспекторне фура ҫапса кайнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Ку М-7 ҫулӑн 574-мӗш ҫухрӑмӗнче, Етӗрне районӗпе Чулхула облаҫӗ чиккинче, пулнӑ. ҪҪХПИн икӗ инспекторӗ «Лада Ларгус» машинӑна тата ун хыҫҫӑн пыракан йывӑр тиевлӗ транспорта тӗрӗслеме чарнӑ. Грузовик хыҫҫӑн тепӗр фура пынӑ. Унӑн рулӗ умӗнче ларакан водитель тӑруках чарӑнайман, малти грузовикпе ҫапӑнас мар тесе пӑрӑннӑ та «Лада Ларгус» ҫине пырса кӗнӗ.

ҪҪХПИн пӗр инспекторӗ «Ларгус» тата фура хушшине лекнӗ. Вӑл ҫав вӑхӑтра ҫӑмӑл машина водителӗн докуменчӗсене тӗрӗслесе тӑнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле пульницин ача-пӑча уйрӑмӗнче тин ҫуралнӑ ача вилнӗ. Ӑна 28 ҫулти амӑшӗ пӗр эрне каялла, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуратнӑ.

Пӗчӗк хӗрача ҫӗрле хӑсӑкпа чыхӑнса вилнӗ. Шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкекре криминал ҫук. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53854
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна хут уйӑрттармасӑр пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хаҫат интернетри сайтӗнче хыпарланӑ.

Официаллӑ верси тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын ӗҫре, хурал будкинче, пулнӑ. Унтах ҫырӑнмасӑр пӗрле пурӑнакан арӑмӗ пынӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ. Тахӑш самантра харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулман — арҫын хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ та тухса кайнӑ. Ахӑртнех, ҫапла майпа яваплӑхран тарма шухӑшланӑ вӑл. Хӗрарӑмӑн чӗри вара ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ.

Палӑртса хӑвармалла, арҫынна йӗрке хуралҫисем кӑштахранах тытса чарнӑ, судченех ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Сӑр урлӑ каҫмалли эстакадӑна 2020 ҫулхи ҫулаччен туса пӗтермелле. Кун пирки сайтра хыпар пулнӑччӗ. Ҫак кунсенче Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура «Волго-Вятскуправдор» пуҫлӑхӗ Илдар Мингазов пулнӑ.

Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, эстакада тӑвас ӗҫе 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен вӗҫлемелле, анчах кӗпере 2019 ҫултах хута ярасшӑн. Паянхи кун тӗлне строительство валли 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Аса илтерер: эстакада строительствин аукционӗ кӑҫал ҫулла иртнӗ. Унта Мускаври «Мостотрест» ПАО фирма (унӑн тӗп аукционерӗ – Раҫҫейри миллиардерӑн Аркадий Ротенбергӑн компанийӗ) ҫӗнтернӗ, вӑл ӗҫе 1,4 миллиард ытла тенкӗпе тума килӗшнӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарти аэропорт валли ят шырани пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Сасӑлав «Раҫҫейри сумлӑ ятсем» проект сайтӗнче пырать. Вӑл вӗҫлениччен 4 кун кӑна юлнӑ. Эппин, хӑвӑра килӗшекен ятшӑн сасӑ пама васкӑр.

Шупашкар аэропорчӗ камӑн ячӗпе хисепленӗ? Ҫак ята тивӗҫессишӗн 3 кандидат кӗрешет: Андриян Николаев космонавт, Святослав Федоров офтальмолог, Иван Яковлев Ҫуттакӑларуҫӑ. Хальлӗхе Андриян Николаевшӑн чи нумай сасӑ панӑ: 63 процент. Святослав Федоровшӑн – 19, Иван Яковлевшӑн 16 процент сасӑланӑ.

Ҫӗнтерӳҫе раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ.

 

Раҫҫейре

Мускавра чӑваш хӗрарӑмне тата унӑн ывӑлне шыраҫҫӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн тӗп хулин Правительствин Информаци центрӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫухалнисене тупма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе амӑшӗпе ачин сӑнӳкерчӗкне те вырнаҫтарнӑ.

Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Мускаври тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 1986 ҫулхи Наталья Витальевна Макарова тата унӑн пӗлтӗр ҫуралнӑ ывӑлӗ Комбакаль Габриэль Рауль Виталий (вӑл Рсҫҫей тата Франци ҫынни шутланать) ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Мускаври Хусан вокзалӗнчен «Комсомольски» метро станцине аннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем ҫухалнӑ.

Хӗрарӑм 30-40 ҫулсенче евӗр курӑнать, 170-180 сантиметр ҫӳллӗш, тӗксӗм ҫӳҫлӗ, анчах ҫӳҫне урӑхла та сӑрлама пултарать тенӗ, сулахай алли ҫинче — пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн юлнӑ суран. Ачан ҫӳҫӗ кӑтрарах, ҫутӑ тӗслӗ.

 

Раҫҫейре

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурсра Чӑваш Енри ҫемьене чыслама йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫак хисепе Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗччӗ. Вӗсене «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире палӑртнӑ. Шупашкарти ҫак ҫемьере ултӑ ача ӳстереҫҫӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — усрава илнӗскерсем. Ҫемье унччен те тӗрлӗ конкурса хастар хутшӑннӑ.

Львовсене тата Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ ытти ҫемьене чӳк уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мусквара чысланӑ. Хумхануллӑ та савӑнӑҫлӑ саманта ОТР телекурав ӳкерсе илнӗ. Апла пулсан маттур ҫемьесене телевизорпа кӑтартӗҫ.

Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑм телеэфира раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухӗ.

 

Хулара

Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна Шупашкарта пуҫлӑх пуканне шанса панӑ. Кунта сӑмах 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен Красноармейски районӗнче тимленӗ Андрей Шестаков ҫинчен пырать. Малашне вӑл «Управление жилфондом города Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти ҫур-йӗр фончӗн управленийӗ) муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пырӗ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян иртнӗ хула планёркинче пӗлтернӗ.

2014 ҫулхи ҫу уйӑхччен ҫурт-йӗр фондне Валерий Гладков ертсе пынӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн тивӗҫе Эдуард Семенов тӗп инженер пурнӑҫлама кӳлӗннӗ.

Шупашкар хула администрацийӗн финанс управленийӗнче те улшӑну пулса иртнӗ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулма Надежда Куликована ҫирӗплетнӗ. Н. Куликова унччен те финанс управленийӗнче ӗҫленӗ. пурӗ 18 ҫул. сак вӑхатра вӑл терлӗ пукан йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 1915, 1916, 1917, 1918, 1919, 1920, 1921, 1922, 1923, 1924, [1925], 1926, 1927, 1928, 1929, 1930, 1931, 1932, 1933, 1934, 1935, ... 3878
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 23

1917
108
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...