Пӑтӑрмахсем
![]() Kaliningradblog.livejournal.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Гостехнадзорӑн Вӑрмар тата Куславкка районӗсенчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗн сехрине хытах хӑпартнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, пуҫиле ӗҫрен унӑн пӑрӑнма май килнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын унччен судпа айӑпланман, пысӑках мар преступлени тунӑ, ҫавна май уголовлӑ право мери йышӑннипе ҫырлахнӑ. Пуҫлӑха 40 пин тенкӗлӗх суд штрафӗ хурса панӑ. Пӑтӑрмахӗ пӗр ҫынна тракторист-машинист удостворенине вӗренмесӗрех тыттарнине пула сиксе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Экзамен тыттаракан хута Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗ хайхи ҫын экзамен тытнӑ евӗр шӑрҫаласа хунӑ. Унтан ӑна тракторист-машинист удостоверенине тыттарнӑ. Халӗ ҫав хута леш ҫынран туртса илнӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юлашки вӑхӑтра Раҫҫейӗн трл хулинче нумай хваттерлӗ ҫуртсенче газ тухса тӑнине пула ҫынсем шар курчӗҫ. Инкексем ҫине-ҫинех тенӗ пек пулса пычӗҫ. Шупашкарта ҫак кунсенче нумай хваттерлӗ ҫуртсенчи газ оборудованине тӗрӗсленӗ. Вӗсем газовиксемпе килӗшӳ туман хваттерсенче пулнӑ. Рейда газовиксем Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцийӗн, РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин тӗп управленийӗн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалахӑн управляющи компанийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле тухнӑ. Усӑ курма вӑхӑчӗ тухнӑ оборудование специалистсем уйрӑмах тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Сӑмах май каласан, газ тӗрӗслевҫисене киле кӗртмесен е вӗсемпе иклӗшӳ тумасан штраф пама та пултараҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсене малтанласа 1-2 пин тенкӗлӗх штарфлама юрать. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑкшӑн та явап тыттарма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2020 ҫулта Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет, ун чух ҫавра юбилея паллӑ тӑвӗҫ. Ҫавна май республика влаҫӗ Республика кунне ирттермелли района палӑртас тӗллевпе ӗҫлеме тытӑннӑ. ЧР Строителсьвто министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие йӗркелемелли заявкӑна хуласемпе районсем пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пама пултараҫҫӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр Республика кунӗ Красноармейски районӗнче иртнӗ, кӑҫал мероприятисем Улатӑр районӗнче йӗркеленӗҫ. Конкурсра ҫӗнтернӗ муниципалитет ЧР Элтеперӗн 10 миллион тенкӗ грантне тивӗҫет, унпа общество инфратытӑмне аталантараҫҫӗ. Палӑртма хӑвармалла: Республика кунӗ ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта тата республикӑри пӗр муниципалитетра иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче Мускавӑн тата Пӗтӗм Руҫӑн ҫветтуй Патриархӗ Кирилл тронра ларма пуҫланӑранпа 10 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртнӗ. Унта Чӑваш Республикин Элтеперӗ те хутшӑннӑ. Республика ертӳҫин Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ мероприятие Патшалӑхӑн Кремль ҫуртӗнче ирттернӗ. Кирилл Патриархӑн чӑн ячӗ — Владимир Михайлович Гундяев, Вӑл Ленинград (хальхи Питӗр) хулинче 1946 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вырӑс православи чиркӗвӗн епископне Мускав тата пӗтӗм Руҫ патриархӗ пулса 2009 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче шаннӑ. Патриарха лартиччен вӑл Смоленск тата Калининград митрополичӗ пулнӑ. Унччен те вӑл хӑйӗн пурнӑҫне чиркӳ ӗҫне халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Сар.ru сӑнӗ Шупашкар хулинчи урамсенче ятарласа палӑртман-уйӑрман вырӑнсенче сутӑ тунӑшӑн пӗлтӗр ҫынсене пӗтӗмпе 990 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарласа палӑртман вырӑнсенчех тӗрлӗ тавар, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, сӗт юр-варӗ сутакан вырӑнсене Шупашкар хулин тата Мускав, Ленин, Калинин районӗсен администрацийӗсен, Чӑваш Ен патшалӑх ветеринари службин, полици ӗҫченӗсенчен тата халӑх дружинникӗсенчен йӗркеленӗ комисси тӗрӗсленӗ. Рейдсем вӑхӑтӗнче тӗрӗслевҫӗсем административлӑ йӗркене пӑснӑ ҫынсем тӗлӗшпе пурӗ 815 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшне Ленин районӗнче ҫырма тивнӗ: пурӗ 522 протокол ҫырнӑ, Мускав районӗнче — 174, Калинин районӗнче — 119. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кӑҫал Шупашкар районӗнчи Хыркасси тата Явӑш ялӗсен хушшинчи ҫула юсӗҫ: 637-мӗш ҫухрӑмран пуҫласа 643-мӗш таран ҫӗнетӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинче виҫӗ вырӑнта ҫутӑ пулӗ. Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, федераци ҫулӗсен 76 проценчӗ нормативпа килӗшсе тӑрать. Пӗлтӗр федераци пӗлтерӗшлӗ 83,3 ҫухрӑма юсанӑ, ҫул ҫинче инкек час-часах пулакан 15 вырӑна пӗтернӗ. Аварисен йышӗ 19 процент чакнӑ, инкекре вилекенсен хисепӗ те 2,8 процент пӗчӗкленнӗ. Сӑмах май, халӗ Сӑр урлӑ эстакада тӑваҫҫӗ, ӗҫе 2020 ҫулта вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем «Шупашкар – Сурски» автоҫул ҫинче, Красноармейски районӗнче, «Лада Приорӑна» чарнӑ. Машинӑн номерӗ юрпа хупланнӑ пулнӑ. Водительсӗр пуҫне салонра пассажир ларнӑ. Хайхискерсен багажникӗнче пакунлисем икӗ сурӑх тупнӑ. Выльӑх багажникре мӗншӗн выртнине тӳрех ӑнлантарайман вӗсем. Икӗ арҫын сурӑхсене ҫав каҫ Танӑшри харпӑр фермӑран вӑрланӑ-мӗн. 29 ҫулти – ҫав ялтанах, вӑл фермӑна пӗрремар кӗрсе курнӑ, ӑҫта мӗн пулнине лайӑх тӗшмӗртнӗ. Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна вара республикӑран тухса ҫӳреме чарнӑ. Икӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сурӑхсене вара хуҫисене тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ 6-мӗш юсанмалли колонин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ судпа айӑпланнӑ май кирпӗч шутлакан 23 ҫулти яша хур кӑтартнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫамрӑка ыраттарнӑ, унӑн пичӗ ҫинче темиҫе шӑйрӑк пулнӑ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн колони ӗҫченне должноҫран кӑларнӑ. Палӑртса хӑвармалла, ӗҫе прокуратура панӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ. Следствие Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмӗн следователӗ тӗпченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательстви азербайджан ҫыравҫин Ханымана Алибейлин «Эльхан – Чӑваш ҫӗршывӗнче» кӗнеки кун ҫути курнӑ. Унӑн сӑввисене чӑвашла Раиса Сарпи куҫарнӑ, кӗнеке редакторӗ — Ольга Федорова. Кун пирки Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ханымана Алибейли иртнӗ ӗмӗрте Чӑваш Енре пулса курнӑ, ун чухне вӑл кунти тавралӑхпа киленсе паллашнӑ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялне ҫитсе курнӑ, ҫынсемпе калаҫнӑ. Ҫавӑн чухнех вӑл азербайджанла темиҫе сӑвӑ ҫырнӑ. Халӗ вӗсемпе тата кайран хайланисемпе чӑваш вулаканӗсем те паллашма пултараҫҫӗ. Кӗскен каласан, кӗнекере азербайджан ачи Чӑваш Ене килсе курнине сӑнласа кӑтартнӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш космонавт ҫуралнӑ ялта, Кӑкшӑм вӑрманӗнче, ытти тӑрӑхра пулса курать. Ҫавӑн пекех кӗнекене хӗвеллӗ Азербайджан ҫинчен хайланӑ сӑвӑсем те кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Ытларикун, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, чӑваш ӑсчахӗсем Тутарстанри тӗпчевҫӗсемпе тӗл пулнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хыпарлать. Тӗлпулу Тутарстанӑн ӑслӑлӑх академийӗн Ш.Марджани ячӗллӗ истори институчӗн ӗҫтешӗсемпе Хусанта иртнӗ. Чӑвашран кӳршӗллӗ региона ЧПГӐИ директорӗ Пётр Степанович Краснов, директор ҫумӗ Геннадий Алексеевич Николаев, этнологи пайӗн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Виталий Петрович Иванов, социологи пайӗн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Иван Иванович Бойко, истори пайӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Владимир Николаевич Клементьев, ӳнер пӗлӗвӗн пайӗн тӗп ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Михаил Григорьевич Кондратьев ҫитнӗ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑх институчӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа панӑ, юлашки вӑхӑтра тунӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ. Хусанти ӑсчахсемпе ӑшӑ калаҫусем ирттернӗ хыҫҫӑн ЧПГӐИ тӗпчевҫисем Анатолий Константинович Самаренкинпа тӗл пулнӑ. Вӑл — Тутарстан Рсеупбликинчи Чӑваш наци культурин авторномийӗн президиум пайташӗ. Аса илтерер, Тутарстанри институтпа Чӑваш Енри институт ӗҫтешӗсем пӗр-пӗринпе пӗрремӗш хут мар тӗл пулаҫҫӗ. Унччен малтан, 2017 ҫулта, тутар ӑҫчахӗсем Шупашкара килсе кайнӑччӗ, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |