Пӗлтерӳ
![]() «Чӑваш халӑх сайчӗ» шухӑшӗпе паянхи кун чӑваш чӗлхи пурнӑҫ анлӑшӗн кашни кӗтесӗнче пулмалла. Саккунсем чӑвашла пичетленмелле, вӗсене хӑйсене те чӑвашла алӑ пусса ҫирӗплетмелле, таварсен этикеткисем чӑвашланмалла, спорт ӑмӑртӑвӗсенче пирӗн тӑван чӗлхерен пӑрӑнмалла мар, тата ытти те. Ҫакна тӗпе хурса эпир хамӑрӑн май пур таран тӗрлӗ япаласене чӑвашлатма тӑрӑшатпӑр. Вӗсенчен пӗри вӑл — чӑвашла укҫа конверчӗ кӑларасси. Шӑп та ҫавӑн пирки сӑмах пырӗ те — нумай пулмасть эпир черетлӗ икӗ укҫа конверчӗ пичетлесе кӑлартӑмӑр. Пӗри — универсаллӑ «Саламлатпӑр», тепри — ҫӗнӗ пӳрт ӗҫкине кайсан саламламалли. Икӗ укҫа конвертӗнче те эсир чӑвашла сӑвӑсем тупма пултаратӑр. Кашнинче икшер сӑвӑ вырнаҫтарнӑ. Авторӗсем: Владимир Андреев, Альбина Юрату тата Лариса Петрова. Дизайнне Аҫтахар Плотников йӗркеленӗ. Ку ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене те, малтанхисене пекех, «СУМ» интернет-лавккара туянма пултаратӑр. «Саламлатпӑр» ятли те, «Ҫӗнӗ пӳрт ӗҫки ячӗпе» ятли та — 37 тенкӗ тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан Авва Ильинична Ерженинӑна (Анисимова) тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. 80 ҫулти кинемей килтен кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Кинемей 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, шуралнӑ ҫӳҫӗ кӗске. Килтен кайнӑ чухне Авва Ильинична хура куртка, хура сӑран атӑ, калпак тӑхӑннӑ пулнӑ, хӗрарӑм сумки йӑтнӑ. Ҫак хӗрарӑма курнӑ пулсан «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав хастарӗсем шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: Светлана Сорокина инфорг - 89053435010. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ФАПа юсанӑ чухне Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗ пысӑках мар. Паян унта тӗпленнӗ халӑхшӑн чӑн-чӑн уяв – ялта фельдшерпа акушер пункчӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 1,3 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет. Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫак ялтисем кӑна мар, Пинер тата Коминтерн ялӗсенче пурнӑнакансем те ҫӳреҫҫӗ. Ку халӑхшӑн питӗ меллӗ. Ара, ҫывӑхри пульницӑна ҫитмешкӗн сахал мар каймалла – 20 ҫухрӑм. Унччен Мисчӗри ФАП япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ ӑна тултан кӑна мар, шалтан та ҫӗнетнӗ: коммуникацие, чӳречесене, тӑррине улӑштарнӑ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ. Юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ ФАПра хӑтлӑ та ҫутӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кашни виҫҫӗмӗш ФАПа ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарти Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн спорт ҫемйисен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта ытти ҫул та ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, анчах ҫӗнтерме май килмен Красновсене ӑннӑ. Мӑшӑрсем — биатлон енӗпе спорт мастерӗсем. Светлана Краснова пӗлтернӗ тӑрӑх, ытти ҫул ӑмӑртӑва вӗсем аслӑ хӗрӗпе тухнӑ. Халӗ вӑл ӳснӗ ӗнтӗ, ун вырӑнне вӑталӑххи тӑнӑ. Кӗҫех вӗсен ывӑлӗ те тӗрекленӗ — ӳлӗмрен ӑна та ӑмӑртӑва илсе тухма пуҫлӗҫ. Элтепер парнисемшӗн ирттернӗ ӑмӑртӑва 5 ушкӑнпа йӗркеленӗ: 10 тата 15 ҫулсемчченхи пӗрер ачаллӑ ҫемьесем, икшер ачаллисем, виҫшер ачаллисем, тӑватшар ачаллисем. Шӑмат кун Элтепер парнисемшӗн ветерансем ӑмӑртнӑ. Унта 89 ҫулти Пимен Петров 1938 ҫулта тусс кӑларнӑ йӗлтӗр сырса тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑл «76 ҫултан аслӑраххисем» категорире чи асли пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗлтер авӑн уйӑхӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче пурӑнакан пиччӗшӗпе аппӑшӗ хирӗҫсе кайнӑ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Хайхи ӳсӗр арҫын аппӑшӗпе вӑрҫӑнса кайсан сенӗк ярса тытнӑ та ун умӗнче сулкалашнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Хӗрарӑмӑн сехри хӑпнӑ: тен, чӑнах та вӗлерме пултарать. Аппӑшӗ полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫыннӑн вара ӑссӑрла хӑтланӑвӗшӗн явап тытма тивнӗ. ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ӑна 160 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Елчӗк райнӗнче пурӑнакансемпе республикӑри тӳре-шара тата «Экоцентр» пайташӗсем тӗл пулнӑ. Халӑха «ҫӳп-ҫап реформи» мӗнле ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ, тӳлевре улшӑнусем пуласси пирки сӑмах хускатнӑ. Чи малтанах ҫынсем тарифа пӑхса тухма ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ялта, хуларипе танлаштарсан, хытӑ ҫӳп-ҫап сахалрах кайса пӑрахаҫҫӗ. Тӳре-шара ҫакна шута илсе тӳлеве пӑхса тухма шантарнӑ. Пухура контейнер лапамӗсене пӑхса тӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Тӳре-шара «ҫӳп-ҫап реформи» санкцилемен свалкӑсене пӗтерме пулӑшассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пимен Петров Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗнче 89 ҫулти Пимен Иванович Петров йӗлтӗр сырса тухнӑ. Вӑл «76 ҫултан аслӑраххисем» категорире чи асли пулнӑ. Ватӑ арҫын хӑйне евӗрлӗ йӗлтӗр сырса тухнӑ. Вӑл 1938 ҫулта туса кӑларнӑскерех. Пимен Иванович 8 ҫулта чухне ҫак йӗлтӗр ӑна тӑванӗнчен парне пек лекнӗ. Унпа вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех ярӑнать. Пимен Иванович нимӗнле эмел те ӗҫмест-мӗн, сывлӑхӗ ҫирӗп. «90 ҫулта та йӗлтӗрпе ярӑнасса шанатӑп», - тенӗ ватӑскер. Унӑн раритечӗпе ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та паллашнӑ. Кун пирки Михаил Васильевич Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Old-yar.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларнӑранпа паян 75 ҫитрӗ. Нумаях пулмасть Раҫсейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пирӗн тӑрӑхра 49 ветеран-блокадник пурӑннине пӗлтерчӗ. Блокадӑри Ленинграда ирӗке кӑларма хутшӑннисем кӑрлачӑн 24-мӗшӗ тӗлне11-ӗн пурӑнни паллӑ. Вӗсене «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ. «Блокадӑри Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медале тивӗҫнисем 38 ҫын пурӑнаҫҫӗ. Блокадӑри Ленинград нушине курнисенчен чи асли нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 100 ҫул тултарӗ. Вӑл республика тӗп хулинче тӗпленнӗ. Блокадӑри Ленинградра шӑп та лӑп 75 ҫул каялла ҫуралнӑ, халӗ Шупашкарта пурӑнакан кинеми паян 75 ул тултарнӑ. Ленинграда хӳтӗлеме хутшӑннисем е ҫав вӑхӑта тӳссе ирттернисенчен чылайӑшӗ, пурӗ 34 ҫын, Шупашкарта пурӑнать, Ҫӗнӗ Шупашкарта — 5-ӗн, Канашра — 2-ӗн, Улатӑр хулинче, Элӗк, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Елчӗк районӗсенче — 1-ер. |
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш ял тӑрӑхӗн депутачӗ тӗлӗшпе район прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Унта «халӑх тарҫи» коррупципе кӗрешмелли саккуна пӑснине палӑртнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн депутат 1,6 миллион тенкӗпе туяннӑ машинине 2017 ҫулта тупӑша, расхута тата пурлӑха кӑтартакан справкӑра кӑтартман-мӗн. Унӑн тата арӑмӗн юлашки виҫӗ ҫулта официаллӑ майпа ӗҫлесе илнӗ укҫи машина хакӗнчен сахалрах иккен. Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, прокуратура депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, унта ҫак депутата тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пӑрахтармаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейски районӗнчи мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Анаткасси ялӗнче унта пурӑнакансемпе ирттернӗ пухура шантарнӑ. Алесандр Кузнецов унччен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухен вырӑнти ялсене хатлӑх кӗртессипе чылай ӗҫленине ҫак йӗркесен авторӗ вырӑна кайсах курнӑччӗ. Халӗ, ав, Красноармейски районӗнче те вӑл ҫавӑн пек йӗрке тӑвасшӑн иккен. Ҫутӑшӑн тӳлесе тӑкакланнине чакарас тесе энергие перекетлекен лампӑсем ҫине куҫараҫҫӗ. апла утнине пула иртнӗ ҫул вӗҫӗ тӗлне 3 миллион тенкӗ ытла укҫа перекетлеме май килнӗ. Ял тӑрӑхӗсем ыйтнипе хунар туянма вӗсене 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Ҫитес икӗ ҫулта районти мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |