Раҫҫейре
![]() Рф Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсем тӗрӗс мар апатланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, ытлашши мӑнтӑр пулнипе аптӑракан арҫынсен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. Кун пирки ларура калаҫнӑ. Тата ҫакна палӑртнӑ: ҫӗршыври кашни пиллӗкмӗш ҫын фастфуд ҫиет. Вероника Скворцова министр пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта пахча ҫимӗҫ ҫиме сӗннӗ нормӑран 73 процентне кӑна ӑша янӑ, сахӑрпа кондитер ҫимӗҫӗсене вара – 130 процент. «35-40 ҫулсенчи арҫынсен 27 проценчӗ мӑнтӑр, хӗрарӑмсен кӑтартӑвӗ вара 25 процентпа танлашать. 55-64 ҫулсенчи арҫынсен 36 проценчӗ самӑр пулнипе аптӑрать, хӗрарӑмсем вара – 52 процент», - пӗлтернӗ министр. Ытларах чухне мӑнтӑр пулни сахӑр чирӗпе тата онкологипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнче пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна влаҫ ҫыннине халӑх умӗнче киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнӑшӑн айӑпланӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, ӑна 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ: авӑн уйӑхӗнче ҫак арҫын ял тӑрӑхӗн администрацине килнӗ, хӑй ӳсӗр пулнӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакскер ытти ӗҫчен умӗнчех пуҫлӑха киревсӗр сӑмахсемпе хӑртса тӑкнӑ. Айӑпланнӑ арҫын судра айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн киревсӗр ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина тытса чарнӑ текен сӑмах тухни, карйан ҫав хыпар тӗрӗс марри ҫинчен Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ кун каялла пӗлтернӗччӗ. Тытса чарнӑ текен сӑмах чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине министерство Инстаграмрах хыпарланӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах Андрей Иванов журналист ведомство министра тытса чарнине кӑна йышӑнман. Ухтару пулнине тунман шухӑшлӑ статья «Правда ПФО» тенче тетелӗнчи хаҫатра пичетленӗччӗ. Халӗ ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Экономика атланӑвӗн минситрӗ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ иккен. Ӑна Раҫсейӗн Хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ӗнер пуҫарнӑ. Аврелькина ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Министр тӗлешпе пуҫиле ӗс пуҫарнине Чӑваш Енӗн прокуратуринче те ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Хулара
Транспорт реформи... Шупашкар пуҫлӑхӗсен хулари транспортра йӗрке тӑвас шухӑш пурри пирки калаҫӑвӗ нумая тӑсӑлчӗ. Хӑвӑрт туса ирттересшӗн пулчӗҫ те анчах ӗҫ ҫӑмӑл кусмарӗ. Чӑрмантараканни самай тупӑнчӗ пулас: хӑш-пӗр маршрутсемпе килӗшӳ вӑйӗ пӗтменни те, хӑлӑх хирӗҫ пулни те… Ҫавах та кӑҫалхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче халӑх ӗҫе ҫӗнӗлле ҫӳреме пуҫларӗ. Хам та ҫак ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса пӑхрӑм. Темиҫе кун автобуссемпе троллейбуссенче ярӑнса курнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑшсене сире те пӗлтерес тетӗп. Пӗрремӗшӗнчен, ман шухӑш ҫакнашкал: транспорт реформи кирлех пулнӑ пуль. Анчах ӑна мӗнле пурнӑҫлани ман кӑмӑла ҫавах каймасть. Чӑн та ҫынсем валли тӑвас тенӗ пулсан, эпӗ калӑпӑр, автобуссене темиҫе категорине ҫеҫ уйӑрнӑ пулӑттӑм. Троллейбуссене тивмӗпӗр, вӗсен ҫулне тем тесен те хӑвӑрт улӑштарма май ҫук, ҫавӑнпа сӑмах автобуссемпе маршруткӑсем ҫинчен. Пысӑк тата вӑтам автобуссемпе (пӗрремӗш ушкӑн) кашни «шӑтӑка» ярса илмелле пулнӑ, пӗчӗккисене вара (иккӗмӗш ушкӑн) — «комфорт» шайне хӑпартса. Ҫак самай тавлаштаракан иккӗмӗш ушкӑнра хӑвӑрт ҫӳрекен комфортлӑ пӗчӗк автобуссене ҫеҫ хӑварма сӗннӗ пулӑттӑм. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнче карантин тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗнер алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ. Юпсарта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, урнӑ чире тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ветеринарсем унтисен асӑрханмаллине палӑртса асӑрхаттарнӑ. Карантин тесе хушу тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхра йытӑ-кушак куравне йӗркелеме, килти чӗрчунсене сутма, йытӑ-кушакпа ҫав тӑрӑхран айккинелле тухса кайма юрамасть. Сыхланни ҫыншӑн мар, ҫавӑнпа унтисен каланине пӑхӑнмаллах. Куславкка районӗнчи карантин тапхӑрӗ, ӗнер, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пуҫланнӑ. Вӑл чӗрчун урнӑ чирпе юлашки хут чирленӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ уйӑхран хӑйӗн вӑйне ҫухатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Иван Яковлев ҫамрӑксен чӗринче» документлӑ фильма хӑтлӗҫ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 16 сехетре пуҫланӗ. Фильма ӳкерессипе «Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ» хысна учрежденийӗ нумай ҫине тӑчӗ. «И.Я. Яковлев чӑваш халӑх чӗринче» республикӑри мероприятисен ярӑмне (ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерстви хатӗрленӗ) пӑхӑнса ирттернӗ ӗҫ пулчӗ вӑл. Фильма кӑҫалхи ака-авӑн уйӑхӗсенче ӳкернӗ. Ҫавна май Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче, Чӗмпӗр, Мускав, Шупашкар хулисенче, Шупашкар тата Елчӗк районӗсене ҫитнӗ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ ҫын ҫинчен, сӑмах май, халиччен чӑвашла документлӑ фильм ӳкермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. Хальхинче Александр Савельев-Сасӑн «Сурпанлӑ сурӑх» кун ҫути курнӑ. Кӗнеке редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Наталья Васильева. Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр. Ӳкерчӗксемпе капӑрлатса илемлетнӗ кӗнекене калавсемпе сӑвӑсем кӗнӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑм пирки ҫапларах хыпарланӑ: ялта пурнӑҫ вӗресе тӑрать. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче унта хуларан ача-пӑча асламӑшӗ-аслашшӗ, кукамӑш-кукашшӗ патне кӑмӑлтан каять. Унтах чӑвашла калаҫса киленме пулать. Чӑваш тумне те унта хаклайӑн. Пӗчӗк Аня сурпанлӑ сурӑх пуррине пӗлсен тӗлӗнет. Анчах патне пырать те сурпан курмасть. Кӗнекери тепӗр айхлавра ачасем пӗр-пӗринпе ӑмӑртаҫҫӗ. Вӗсен ҫӗршыври паллӑ ҫынсене пӗлмелле. Ялта епле транспорта усӑ курнипе те паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул елкине лартма ӗлкӗртӗр-и? Ҫук тӑк туянма васкӑр. Кӑҫал Шупашарта чӑрӑш пасарӗсем 14 адреспа ӗҫлӗҫ. Чӗрӗ чӑрӑшсене Ҫӗнӗ ҫул умӗн икӗ эрне сутӗҫ. Елка туянас тесен ҫак адрессемпе ҫитмелле: Гагарин урамӗ 29, Калинин урамӗ 100, Трактор тӑвакансен проспекчӗ 71, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ, Ильбеков урамӗ 7/2, Эгер бульварӗ 47, Хусанкай урамӗ 22, Афанасьев урамӗнчи суту-илӳ картишӗ, «Салют» культура керменӗ, Энтузиастсен урамӗ 31, Эльгер урамӗнчи суту-илӳ комплексӗ, Мускав проспекчӗ 40, «Ахазов урамӗ» чарӑну, «Европа» лавкка умӗнчи лапам. Палӑртмалла: пӗлтӗр чӑрӑшсене Шупашкарта 13 адреспа сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрнере пурӑнакан арҫын хӑйӗн машини валли двигатель саккас пама шутланӑ. Анчах посылкӑра кирлӗ япала килмен, ултавҫӑсем кирпӗч тултарнӑ михӗсем ярса янӑ. Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак 46 ҫулти арҫын полицие ҫитнӗ, ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗ урлӑ двигатель саккас парса ӑна Ярославль хулинчен транспорт компанийӗ урлӑ ҫитерме палӑртнӑ-мӗн. Етӗрне арҫынни таваршӑн кӑштах укҫа та тӳлесе хунӑ: 3 пин тенкӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑ посылка накладнойӗн копине кӑтартнӑ. Вара 46-ри арҫын ытти укҫана – 24 пин тенке – куҫарнӑ. Анчах двигатель вырӑнне кирпӗч ҫитнӗ. Халӗ полици ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Трактор савутӗнче инкек пулнӑ. Кӑнтӑрла, 13 сехет тӗлӗнче, ҫӑмрӑк арҫын шар курнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «1988 ҫулта ҫуралнӑ ҫамрӑк ҫынна пресс лапчӑтса лартнӑ. Унӑн кӗлеткин аялти пайӗ суранланнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе кайнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ хаҫата. Арҫыннӑн сывлӑхӗ йывӑртарах. Аса илтерер: виҫӗмкун Шупашкарта тепӗр инкек пулнӑ. «Кувшинка» микрорайонта хӗр 15-мӗш хутран ӳкнӗ. Телее, вӑл чӗрех. Хӗр пульницӑра выртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |