Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Сапаркина ачасене хӳтӗлеме пӑрахӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 24.04.2020 17:52 | 1157 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗнче паян Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлекен Елена Романова (Сапаркина) ыйтса ҫырнине пӑхса тухассине тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат пӗлтернӗ.

Елена Романова хӑй кӑмӑлӗпе отставкӑна каясси пирки ҫырнӑ-мӗн. Комитет ларӑвӗ паян 14 сехетре пуҫланнӑ.

Елена Романова Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе 2017 ҫултанпа ӗҫлерӗ. Анчах хӑш-пӗрисем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл ҫак должноҫре питех хастар пулман, хӑй тӗллӗн татӑклӑ йышӑнусем тума тытӑнса тӑнӑ. Унччен ҫав вырӑнта Вячеслав Рафинов ӗҫленӗччӗ. Елена Романова Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн арӑмӗн тӑванӗн хӗрӗ тесе сӑмахлатчӗҫ.

#депутатсем, #Элтепер, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3018.78.3476
2020.04.24 18:48
Agabazar
Суя. Пăрахмасть. Малашне те хÿтĕлет. Кирлех пулсан санпа мана та хÿтĕлеме пултарать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем