Чӑваш Енри тата тепӗр муниципалитет пуҫлӑхӗ ӗҫрен кайнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе. Кун пирки район администрацийӗсен сайчӗсенчи хыпарсенче ӗнентереҫҫӗ.
Ҫемҫе пукана, аса илтерер, иртнӗ эрнере Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров пушатнӑччӗ. Ку эрнере Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Николаев ҫавӑн пек тӑвас тенӗ. Вӑл та хӑйне тивӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени шӑрҫаланӑ. Унӑн ыйтӑвне Ҫӗрпӳ районӗнчи депутатсем ӗнер черетсӗр лару пухсах тишкернӗ. Вӗсем Игорь Николаев кӑмӑлне тивӗҫтерме йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ пуҫлӑха палӑртиччен район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алла Волчкова тытса пырӗ. Вӑл — район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ.