Политика
![]() Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма 52 ҫулти Валерий Шигашева шаннӑ. Асӑннӑ хула пуҫлӑхӗн пуканне йышӑнас камӑллисем 4 ҫын таран тупӑннӑ. Анчах республикӑри комисси вӗсенчен иккӗшне суйласа илнӗ. Хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетсӗр ларӑва ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑри конкурс комиссийӗн пуҫлӑхӗ – строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Александр Героев та пырса ҫитнӗ. Депутатсем Валерий Шигашевшӑн пӗр саслӑн пулса сасӑланӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх Ҫӗмӗрлере 1967 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче техникумра тата аслӑ шкулта вӗреннӗ. Салтака кайма килсен хулари савутсенче ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче усламҫӑ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |