Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Политика
![]() Ҫӗрпӳ район администрацине ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑнӗ. Вӑл — Сергей Беккер, районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ. Паян Ҫӗрпӳ районӗнче депутатсем XXXXVIII черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Унта республикӑри тӳре-шараран ЧР информполитика министрӗ Сергей Анисимов пырса ҫитнӗ. Пухура «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем: РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Сергей Семенов — пулнӑ. Сергей Анисимов Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑтмалли республика шайӗнчи конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе паллаштарнӑ май Сергей Беккер кандидатурине ырланине хыпарланӑ. Вырӑнти депутатсем Беккершӑн пӗр саслӑн алӑ ҫӗкленӗ. Сергей Беккер Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти электромеханика колледжӗнче ӗҫлет. Хӑй вӑхӑтӗнче аслӑ шкулсенче физика-математика тата юридици факультечӗсенче вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |