Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн сайтӗнче Саккунлӑх тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳҫин Игорь Иголкинӑн ҫырӑвне ӗнер пичетленӗ. Унта сӑмах муниципалитет служащийӗсен шалӑвне ӳстересси пирки пырать. Хула пуҫлӑхӗ тата депутатсем ҫапла шухӑшланине палӑртнӑ унта.
Асӑннӑ категорие кӗрекен тӳре-шаран шалӑвӗ пӗчӗкки пирки нарӑсӑн 14-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва Игорь Иголкин (вӑл — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗ) Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ӑсатнӑ.
Политика вӑййине тӗшмӗртекенсем ҫак ҫырӑва провокаци тесе хаклаҫҫӗ. Олег Николаев пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫине чакарма хирӗҫ пулнине, вӑрҫӑ ветеранӗсене республика хыснинчен Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне 25-шер пин тенкӗ пама йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ-ха. Социаллӑ пурнӑҫ енчен халӑхӑн сахал хӳтлӗхлӗ пайне пулӑшма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра тӳре-шара шалу ӳстерме ыйтни, чӑн та, тӗлӗнмелле пек туйӑнать.