Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштавӑн 18-мӗшӗнче 16 сехетре кӗнеке хӑтлавӗ иртӗ. «Ҫулӗ пулчӗ тумхахлӑ» ӗҫӗн авторӗ — Петр Андреев радиожурналист, театровед, фольклорист, Чӑваш АССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1977), Ҫемен Элкер премийӗн лауреачӗ (1977), Н. Гарин-Михайловский литература премийӗн лауреачӗ (2004), Раҫҫей журналистсен союзӗн пайташӗ (1972). Кӗнекене автор Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне халалланӑ. Ӑна вӑл виҫӗ сыпӑкран йӗркеленӗ. «Пин-пин чӑваш валли» ят панинче театр пуҫланса кайнипе, унӑн репертуарӗпе паллаштарнӑ. Иккӗмӗшӗнче — артистсемпе, режиссерсемпе, художниксемпе паллаштаракан 50 очерк. «Кӑлтӑр-кӑлтӑр урапа» гастрольсене ҫӳренине каласа кӑтартать. Унта — театр тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳренине аса илнисем. |
Тӗнчере
![]() Пӗррехинче Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм патне электронлӑ почтӑна «телей ҫырӑвӗ» килнӗ. Аякри тӑванӗ вилсе кайнӑ-мӗн, унӑн шанчӑклӑ ҫыннисем унран пысӑк эткер юлнине пӗлтернӗ. Эткерҫи пӗртен-пӗр вӑл кӑна-мӗн. Кӑштахран каллех ҫыру килнӗ: эткере ахаль кӑна илме ҫук иккен, малтан кирлӗ документсене хатӗрлемелле. Кун валли вара укҫа кирлӗ. Савӑнса кайнӑ хӗрарӑм укҫи-тенкине шеллемен, лешсем ыйтнӑ счет ҫине куҫарнӑ та куҫарнӑ… Эткере тивӗҫес тесе кредитсем те илнӗ. Хайхискер пӗтӗмпе 1 миллион та 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Паллӑ ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн «шанчӑклӑ ҫынсенчен» шӑрши-марши те юлман. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта сахал тупӑшлӑ ҫемьесенче ӳсекен ачасене елкӑна чӗнӗҫ. Куншӑн ашшӗ-амӑшӗн укҫа тӳлемелле мар, мӗншӗн тесен ку – ыркӑмӑллӑх акцийӗ. Тӗрӗссипе, Шупашкарта социаллӑ елкӑсене вуннӑмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Ленин районӗнче начар пурӑнакан ҫемьесенчи 200 ачана уява чӗнӗҫ. Мероприятие «Росток» пултарулӑх центрӗнче йӗркелӗҫ. Уява Пороскунсен ҫемйине те чӗнӗҫ, вӗсем 9 ачана воспитани параҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр вӗсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Социаллӑ елкӑра ачасене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ представлени пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Элӗк районӗнче паян икӗ объект уҫӑлнӑ. Вӗсенчен пӗри пирки — район центрӗнче кинозал хута кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Асӑннӑ районти Мӑн Шӗвӗшре вара культура ҫурчӗ хута кайнӑ. Ӑна «Арка» строительство организацийӗ хӑпартнӑ. Объекта тума республика хыснинчен кӑна 13 миллион ытларах тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗтӗмпе вара культура вучахӗ 14 миллион та 281 пин тенке кайса ларнӑ. Элӗкри кинозала уҫнӑ пуҫлӑхсемпе депутатсем Мӑн Шӗвӗше те пырса ҫитнӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев патшалӑх политикине ырласа сӑмах каланӑ. «Ҫӗршыв тата Чӑваш Республики социаллӑ сферӑна аталантарма пысӑк тимлӗх уйӑрать», — тенӗ май вӑл ҫынсене туллин аталанма май панине ӗнентернӗ. Клубсем туни ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатмалли черетлӗ утӑм тесе каланӑ. Мӑн Шӗвӗшре пурӑнакансене вӑл «тухӑҫлӑ ӗҫлеме, пултарулӑхра ӑнӑҫу тата усӑллӑ канма» суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ Паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Элӗкри культура ҫуртӗнче кинозал ӗҫлеме пуҫланӑ. Элӗк район администрацийӗн сайтӗнче ӑна паллӑ пулӑм тесе хакланӑ май культура пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ страница тесех палӑртнӑ. Кинозала ҫӗнетсе медернизациленӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ача-пӑчапа ҫамрӑксем, аслисемпе тӳре-шара пухӑннӑ. Пуҫлӑхсенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа депутатсем те: ЧР Патшалӑх Канашӗн тата РФ Патшалӑх Думин — пырса ҫитнӗ. Кинозала федераци гранчӗ шучӗпе юсанӑ. Мускавран элӗксене 5 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ. Кинозала ҫӗнӗ йышши цифра оборудованийӗпе пуянлатнӑ. Пысӑк экран ҫинче хамӑр ҫӗршыври кинофильмсене те кӑтартмалла. Вӗсен хисепӗ ҫурринчен кая пулмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ. Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать. Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян ЧР экономика министрне Владимир Аврелькина Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Министр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Владимир Аврелькина следстви вӑхӑтӗнче икӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. Министра нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗччен арестленӗ. Владимир Аврелькин ЧР Экономика министерствине 2013 ҫултанпа ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енри ҫынсем ултавҫӑсен серепине тӑтӑшах ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти арҫын та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Пӗррехинче ун патне хӗр шӑнкӑравланӑ та укҫа тавӑрма пулӑшма шантарнӑ. Вӑл пирамидӑна хывнӑ укҫа-тенке тавӑрса пама пулӑшакан компани консультанчӗ-мӗн. Чӑнах та, унччен арҫын панкрута тухнӑ микрофинанс организацине укҫа хывнӑ пулнӑ. Хӗр нухрата тавӑрма питӗ ҫӑмӑл пулнине ӑнлантарнӑ: телефон ҫине ятарлӑ программа кӑна лартмалла. Ӑна вӑл телефон ҫине ярса панӑ. Шупашкар ҫынни йӑлтах пурнӑҫланӑ та… каллех укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Хайхискер хӗре онлайн-банка кӗмелли парольсене каланӑ. Темиҫе минутран ҫыхӑну татӑлнӑ, банк карточки ҫинчен 20 пин тенкӗ ытла «хырса» кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре кӑҫал усал шыҫӑ чирӗсене тупса палӑртнӑ тӗслӗх 0,6 процент чухлӗ нумайланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах юлашки пилӗк ҫулта рака пула вилекенсен шучӗ 7,1 процент таран чакнӑ. Кун пирки РИА Новости (Хыпарсем Раҫҫейри информаци агентстви) пӗлтерет. Республика ҫакнашкал ҫитӗнӗве епле майпа тума пултарни те паллӑ. Медицина пулӑшӑвне пысӑк технологисене тӗпе хурса пама тытӑннӑ, инновациллӗ скрининг программисене вӑя кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне ҫитес ҫул Чӑваш Енре амбулатори мелӗпе онкологи пулӑшӑвӗ паракан тӑватӑ центр ӗҫлеме тытӑнӗ. Тишкернӗ тӑрӑх, ҫакӑ ракран вилессине тата 4,7 процент таран чакарма май парӗ. Палӑртса хӑвармалла, усал шыҫҫа пула вилнисен хисепӗ кӑҫал 3,4 процент сахалланнӑ. Рака пуҫламӑш тапхӑрсенчех тупса палӑртасси вара 0,2 процент ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Килейкасси ҫыннисем Халӑх фрончӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ: кӳршӗ поселокри нефть уҫлакан станцӑран килекен бензовозсем ял ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Кунашкал машинӑсене ҫӳремелли ятарлӑ ҫул пур. Ҫынсен шухӑшӗпе, хӑвӑрт ҫунакан шӗвек турттаракан машинӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Ҫитменнине, ял урамӗ япӑхланса кайнӑ. Халӑх фрончӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтсан пӑр тапраннӑ. Районти Патшалӑх автоинспекцийӗн предписанийӗпе килӗшӳллӗн, Килейкассине кӗнӗ ҫӗрте йывӑр тиевлӗ машинӑсене ҫӳреме чаракан паллӑ лартнӑ. Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем те рейдсем ирттереҫҫӗ. Анчах ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, лару-тӑру питех улшӑнман, бензовозсем ҫаплах ял урамӗпе ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |