Мускавран Балине самолётсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Асӑннӑ ҫӗршыва хальхи вӑхӑтра тӳрӗ рейс ҫук. Самолётсене «Аэрофлот» авиакомпани ҫӳретме тытӑнӗ.
Мускавпа Балине тӳрӗ рейспа ҫыхӑнтаракан рейса авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫӗҫ.
SU296 рейс пассажирсене Шереметьево аэропортран Денпасара ытларикунпа шӑматкунсерен турттарӗ. Самолёт 14 сехет те 40 минутра ҫула тухӗ. Балинчен каялла юнкунпа вырсарникунсерен 10 сехет те 5 минутра хускалӗ.
Унсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен таиа тепӗр рейс хушӑнӗ: Мускавран самолёт кӗҫнерникунсерен вӗҫме пуҫлӗ, Балирен – эрнекунсерен.
Хаиль районӗнчи пушхирте ҫумӑрсем ҫуса иртнӗ хыҫҫӑн тем пысӑкӑш кӳлӗсем пулса тӑнӑ. Кунсӑр пуҫне хӑшпӗр районсенче пӑр ҫунӑ, ҫавна пула пушхирти шыв пӑрпа хутӑш юхма пуҫланӑ.
Халӑх тетелӗсенче вырнаҫтарнӑ видеороликсенче машинӑсем пушхир урлӑ хывнӑ ҫул тӑрӑх пынине, йӗри-таври лаптӑка шыв илнине курма пулать.
Иртнӗ эрнере Сауд Аравийӗн патши мечӗтсенче Перси кӳлмекӗнчи ҫӗр-шывсенче чылай вӑхӑт хушши типӗ тӑнӑ хыҫҫӑн ҫумӑр ыйтса кӗлӗ вулама хушнӑ.
Сӑмах май, нумаях пулмасть Бали тӑрӑхӗнчи ҫанталӑка лайӑхлатас тӗллевпе авиаци утрав ҫийӗнчи тӳпере 30 тоннӑна яхӑн тӑвар сапаланӑ. Ҫакна утрав ҫинче «Аслӑ ҫирӗмӗн» саммитне ирттернипе сӑлтавланӑ. Анчах та, вырӑнтисем каланӑ тӑрӑх, пухӑвӑн юлашки кунӗ ҫавах ҫумӑрпа аслатиллӗ ҫумӑрсӑр иртмен.
Ӗнер ирхине Чӑваш Ен ҫыннисене Бали утравӗ ҫинчен ҫинчен Раҫҫее илсе килнӗ. Самар хулинчи «Курумоч» аэропорта Денпасар хулинчен (вӑл Индонези ҫӗршывӗнче, Бали утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ) вӗҫсе килнӗ самолета, тӗрӗссипе, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи туристсем пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра — Чӑваш Енрисем тӑваттӑн. Хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене тӑван тӑрӑха тавӑрма йӗркеленӗ ятарлӑ рейсра 242 авиапассажир пулнӑ.
Утрав ҫинчен таврӑннӑ 31 ҫынна, ҫав шура Чӑваш Енри тӑватӑ туриста та, Тутарстанри «Васильевский» санаторире йӗркеленӗ обсерватора вӑхӑтлӑха илсе кайнӑ. Ҫак кунсенче ентешӗмӗрсене унтан илсе килсе Муркаш районӗнче йӗркеленӗ обсерватора карантина вынаҫтарӗҫ. Унта вӗсене тухтӑрсем икӗ эрне тӗрӗслесе тӑрӗҫ.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗ тӗлне ют ҫӗршывра тӑрса юлнӑ пирӗн республика ҫыннисем тепӗр 207 ҫын, ҫав шутра — 22 ача. Ентешӗмӗрсен тӗп пайӗ — Таиландра, Индире, АПШра. Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн тӑван ҫӗршыва Чӑваш Енри 25 ҫынна килме пулӑшнӑ: Таиландран — 8, Индирен — 7, Индонезирен — 4, Турцирен — 2, АПШран, Латвирен, Кипртан, Испанирен — пӗрер ҫынна.
Раҫҫейӗн туроператорӗсен ассоциацийӗ чикӗ леш енне халӗ канма кайни пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 45–50 процент хаклӑрах ларнине пӗлтерет иккен. Раҫҫей ҫыннисем уйрӑмах анлӑ усӑ куракан ҫулҫӳревсем икӗ хут ӳснӗ. Египета ҫитес тесен паян 30 пине яхӑн кӑларса хумалла, Таиланда — 50 пин тенкӗ, Балине — 90 пин тенкӗ, Грецине — 35 пин тенкӗ.
Маларах асӑннӑ ассоциацин ӗҫ тӑвакан пуҫлӑхӗ Майи Ломидзе ҫӗртме уйӑхӗ тӗлне хак тата тепӗр пӗрре-виҫҫӗмӗш пай чухлӗ хӑпарать тесе шухӑшлать-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан, чикӗ леш енне канма кайма унчченхинчен икӗ хута яхӑн хакланать.
Хак хӑпарнин тӗп сӑлтавӗ — тенкӗ хӑй хакне ҫухатса пыни. Ҫавна пулах путевка туянакансен йышӗ ҫуллахинчен 50 процент чакнӑ. Ҫуллахи тапхӑрта ют ҫӗршыва путевка туянакансен йышӗ 30–40 процент чакмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |