Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Чӑваш мечӗкне чысланӑ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 22.11.2019 18:08 | 178 хут пӑхнӑ
Экономика

Чӑваш Енре туса кӑларакан мечӗке республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чысланӑ. Продукци «100 лучших товаров России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар) йышне кӗнӗ.

Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ача-пӑча валли резина мечӗк кӑларать. Ҫӗнтерӳҫӗ предприятие (унӑн ертӳҫи пулса Михаил Резников тимлет) республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта ӗнерпе паян иртекен регионсен хушшинчи XV «Ӑнӑҫлӑ бизнесӑн стратегийӗ тата практики» форум вӑхӑтӗнче чысланӑ. Мероприятие тӗрлӗ предприяти-организаци ертӳҫисем, усламҫӑсем, тӳре-шара хутшӑнать.

Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек мечӗке Раҫҫейре тек никам та туса кӑлармасть. В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ҫак енӗпе 1960 ҫултанпа тӑрӑшать.

#экономика, #чыславсем, #предприятисем, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Трактор савучӗсем ӗҫе йышӑнаҫҫӗ
2019, 01, 21
Элтепер яланах хура ҫӑкӑр туянать
2019, 03, 05
Типографие йывӑрлӑха юри кӗртсе ӳкернӗ
2019, 05, 24
Шупашкар мечӗкне чикӗ леш енне ӑсатасшӑн
2019, 09, 24
Чапаев ячӗллӗ савут ӗҫченӗсем уявра савӑннӑ
2019, 11, 05

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org