Шупашкарти ҫӗнӗ суту-илӳ марки Мускаври курава хутшӑнать. Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Индустрия детских товаров» (чӑв. Ача-пӑча таварӗсен индустрийӗ) – «Мир детства-2019» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи-2019) виҫӗ кунлӑх курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта Хӗвелтухӑҫ Европӑри тата Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал курав 25 хут уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномойченнӑй Анна Кузнецова та хутшӑннӑ.
В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство пӗрлешӗвӗ Мускаври курава «Поймай» (чӑв. Тыт) ҫӗнӗ маркӑпа тухса кайнӑ. Предприяти хӑйӗн продукцине, мечӗке, ют ҫӗршывсенче туянакансене тупасса шанать. Вӗсенчи хӑш-пӗр партнерпа паян калаҫу ирттернӗ те ӗнтӗ.