Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ.
Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, ку Культура ҫурчӗ республикӑра чи инновациллӗ шутланать. Кунашкалли тата 25 ҫурт пулмалла-мӗн. Шӑхасанти культура ҫуртне сусӑр ҫынсем те кӗрсе тухайӗҫ – унта лифт та пур.
Культура ҫуртне тумашкӑн 55 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 300 ҫын вырнаҫмалӑх курав залӗ, кружоксем ӗҫлемелли пӳлӗмсем пур. Кунтах халӑх театрӗ, ветерансен хорӗ, фольклор ушкӑнӗ тата ытти пултарулӑх ушкӑнӗ вырнаҫма пултарӗ.