Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.0 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхине аталантармалли программа пулӗ-и?

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 20.05.2020 20:58 | 278 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Олег Николаев паян ирттернӗ пысӑк пресс-конференцире чӑваш чӗлхипе культурине упраса хӑварас ыйту та пулчӗ. Чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас тӗллевпе йышӑнма палӑртнӑ программӑна (ӑна Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттернӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Олег Николаев палӑртнӑччӗ) туса хатӗрлесси мӗнле пынипе, программӑшӑн кам яваплипе кӑсӑкланчӗҫ.

Олег Николаев программӑна туса хатӗрлессишӗн виҫӗ ведомство: Вӗренӳ, Информополитика, Культура министерствисем – яваплине пӗлтерчӗ. Республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсене те ҫак ӗҫе явӑҫтарнӑ.

«Халӑхӑн тӗрлӗ социаллӑ сийне кӑсӑклантаракан программа пулмалла вӑл», – тенӗ май утӑ уйӑхӗнче хатӗрлесе ҫитермеллине палӑртрӗ Олег Николаев.

#культура, #Информполитика министерстви, #чӑваш чӗлхи, #Вӗренӳ министерстви, #чӑвашлӑх, #Элтепер, #Культура министерстви

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепер Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ
2019, 04, 25
Чӑваш танкисчӗн хӗрӗ Тӑвай районӗнчи тӑванӗсене аса илнӗ
2019, 05, 07
Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхи кӗртнӗшӗн тав тунӑ
2020, 02, 15
Рунӑсене тишкерекен проектӑн виҫҫӗмӗш пайӗ тухнӑ
2020, 05, 10
Олег Николаев: «Эп – чӑваш»
2020, 05, 15

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org