Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑрти ача ҫуратмалли уйрӑма хупма йышӑннӑ. Анчах вӑхӑтлӑха. Кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗ лайӑхлансанах ӑна каллех уҫӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче. Ача ҫуратмалли уйрӑмра ковид центрӗ пулӗ.
Улатӑрти пульницӑн ача ҫуратмалли уйрӑмӗнче эрнесерен 3-4 хӗрарӑм ҫеҫ ҫӑмӑлланать иккен. Ҫав вӑхӑтрах кӑшӑлвиурспа чирлекенсем йышлӑ. Хӗрарӑмсен консультацине хупмӗҫ. Йывӑр хӗрарӑмсене вӑл унчченхиллех йышӑнӗ. Ача кӗтекенсене васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан хирурги уйрӑмӗнче йышӑнӗҫ. Унта вӗсем валли икӗ койка-вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Гинекологи чирӗпе аптӑракансене валли те унтах йышӑнӗҫ. Вӗсем валли 4 койка-вырӑн пур.
Ача ҫуратакансене Ҫӗмӗрлене пульницӑн транспорчӗпе илсе кайӗҫ.
Agabazar // 4218.77.1875
2020.05.26 15:53 | |
Ачасен çуралнă вырăнне документра епле палăртĕç? | |
Хамӑр ял // 5739.9.6407
2020.05.26 17:26 | |
Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хушшинче миҫе ҫухрӑм? 90 ҫухрӑм яхӑн-и? Шӑтӑклӑ-путӑклӑ ҫулпа. | |
