Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Мария Печникова вӗрентекен пурнӑҫран уйрӑлнӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 29.05.2020 06:33 | 132 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Мария Печникова вилсе кайнӑ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗн тата Чӑваш Республикин Президенчӗн гранчӗсен ҫӗнтерӳҫи пулнӑ. Шупашкар хулин 50-мӗш шкулӗнче 30 ҫул ытла ӗҫленӗ. Шкул учебникӗсемпе методика пособийӗсен авторӗ пулнипе палӑрнӑ.

Чӑваш Ен Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мария Николаевна 1961 ҫулхи январӗн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.

Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури учителӗнче, Хирпуҫ пуҫламӑш шкулӗн заведующийӗнче, пуҫламӑш класс учителӗнче ӗҫленӗ.

1989 ҫултан пуҫласа Шупашкар хулин 50-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

#Йӗпреҫ районӗ, #Вӗренӳ институчӗ, #кӗнекесем, #вӗрентӳ, #ҫухатусем, #Эйпеҫ, #Хирпуҫ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Салтаксем ҫырнӑ виҫ кӗтеслӗ ҫырусене пухса кӗнеке пичетленӗ
2020, 05, 13
Николай Дворов-Шемексем ҫыравҫӑ вилнӗ
2020, 05, 21
Мухтава юратакан академике лектернӗ
2020, 05, 23
Кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр ҫын вилнӗ
2020, 05, 25
Чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса хатӗрленӗ
2020, 05, 28

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org