Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Салтаксем ҫырнӑ виҫ кӗтеслӗ ҫырусене пухса кӗнеке пичетленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.05.2020 07:46 | 1146 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев «Виҫ кӗтеслӗ ҫырусем — Письма с фронта» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

Кӗнекене фронтран янӑ ҫырусем тата сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ. Документлӑ ӗҫе Петр Димитриевич Фомин ефрейторӑн, Василий Иванович Иванов лейтенантӑн тата Иван Федорович Чекушкинӑн виҫ кӗтеслӗ ҫырӑвӗсем кӗнӗ. Вӗсем пурте — Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫинчен пӗри те таврӑнайман.

Кӗнеке валли материалсене хатӗрлессипе автор ҫулталӑк хушши тӗплӗн ӗҫленӗ. Сарӑхнӑ хут ҫинчи паха ҫырусене Юрий Исаев пӗр ҫӗре пухнӑ.

«Кашни ҫырура — ҫынсем чуна уҫни, вӗсен телейӗ, юратӑвӗ, ҫепӗҫлӗхӗ, килте юлнисемшӗн пӑшӑрханни, ҫӗнтерӗве шанни», — тенӗ Юрий Исаев.

#Патӑрьел районӗ, #Нӑрваш Шӑхаль, #кӗнекесем, #астӑвӑм, #Вӗренӳ институчӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем