Кӗҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫутӑ укҫи хакланӗ. Хаксем ҫулла хӑпарние хӑнӑхма ӗлкӗртӗмӗр ӗнтӗ. Ҫутӑ хакӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ тарифсене унчченех, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех, йышӑннӑччӗ. Ӑна Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх служби ҫирӗплетнӗ.
Ялта пурӑнакансен ҫитес уйӑхран пӗр киловат сехетшӗн 2 тенкӗ те 44 пус тӳлеме тивӗ. Хулара пурӑнакансен хакӗ мӗнле ҫуртра пурӑннинчен килет. Ҫутӑ плитисемлӗ (нумай хутлӑ ҫуртсенче ҫавӑн пеккисене час-часах вырнаҫтараҫҫӗ) ҫуртсенче хак 2 тенкӗ те 44 пуспа танлашӗ, ун пек плиталлӑ мар ҫуртсенче пурӑнакансене пӗр киловат сехетшӗн 3 тенкӗ те 48 пус тӳлеттерӗҫ. Чӑвашэнергосбыт компанийӗ ҫутӑ укҫин парӑмне утӑ уйӑхӗччен тӳлеме сӗнет.