Пӑтӑрмахсем
![]() Шел те, Ҫӗнӗ ҫул уявӗ инкексӗр иртмен. Уяв умӗн пӗр кун маларах Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ, унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре ялти пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. 58 ҫулти кил хуҫи тата унӑн тӑван пиччӗшӗ (1958 ҫулта ҫуралнӑскер) пушартан тухайман. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав кунах Канаш районӗнчи Шӑхасанта та ҫурт ҫуннӑ. Унта пушар каҫхи 10 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Юрать, кил хуҫи урама тухайнӑ, унӑн алли тата пичӗ пиҫсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар тухнинче вӑл хӑй айӑплӑ: асӑрханмасӑр пирус туртнӑ. Каласа хӑвармалла: 2018 ҫулта республикӑра 925 пушар пулнӑ, вӗсенче 78 ҫын вилнӗ, 87-шӗ суранланнӑ. 352 ҫынна пушартан ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Муркаш районӗнче ҫул ҫинче хӑйне евӗр пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуран утакан 33 ҫулти арҫынна пӳремеч (вӗрсе хӑпартнӑскер, унпа ачасем ярӑнаҫҫӗ) ҫапса кайнӑ. Пӳремече квадроцикл ҫумне ҫыхнӑ-мӗн. 37 ҫулти арҫын руль умӗнче ларнӑ, 54-ри вара пӳремеч ҫинче ярӑнса пынӑ. Хайхи пӳремеч Мӑн Тутаркас ялӗнче пурӑнакан 33-ри арҫынна ҫапса хӑварнӑ. Унӑн чӗркуҫҫи суранланнӑ, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. ШӖМ пресс-служби палӑртнӑ тӑрӑх, руль умӗнчи арҫыннӑн права та пулман, ӑна туртса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Хӗрарӑмсен кӑкӑр ракне вӑхӑтра тупса палӑртассипе кӑҫал та Чӑваш Енре «Маммологи онкопатрулӗ» профилактика проектне пурнӑҫлама палӑртнӑ. Усал шыҫҫа ҫийӗнчех тупса палӑртса сиплеме пуҫлас тӗллевпе тухтӑрсем хальхинче республика тӑрӑх икӗ машинӑпа ҫӳрӗҫ. Республикӑн онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш района хӑҫан ҫитессипе паллаштаракан графика каярах пӗлтерӗҫ. Хальхи вӑхӑтри рентген комплексӗсене КамАЗ автомобиле вырнаҫтарнӑ. Маммографи цифра комплексӗсем пулӑшнипе 39 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсене тӗрӗслӗҫ. «Маммологи онкопатруль» ятпа профилактика ӗҫне онкологсем пирӗн республикӑра 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче пуҫарса янӑ. Ҫак ҫулсенче ун вӑхӑтӗнче 15 пин ытла ҫынна тӗрӗслеме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ак, хайхи 2018 ҫул та хӑйӗн вӗҫне ҫитрӗ. Ӑна пӗтӗмлетме те вӑхӑт. Мӗн тунӑ, мӗн ирттернӗ... Мӗн ҫӗнни, мӗн туса ҫитереймен… Пӗлтӗрхи ҫулталӑкпа танлаштарсан, питӗ пысӑках утӑмсем тӑваймарӑмӑр ҫав. Анчах чи кирли — чакмарӑмӑр! Чӑваш халӑх сайтне кӗрекенсен йышӗ пысӑкланмарӗ тесен те йӑнӑш пулӗччӗ. Паллах, ӳсӗм самаях мар. Анчах кӑҫал кунне 350-600 ҫын пирӗн сайтпа куллен паллашма вӑхӑт тупатчех. Хамӑр статуса та — МИХ ятне илнине — ҫухатмарӑмӑр. Роскомнадзор тӗрӗслевӗ витӗр пӗрремӗш хут тухса малалла утма вӑй ҫитертӗмӗр. Чӑваш халӑх сайчӗн кӑҫалхи чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри — Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен пуххине» электронлӑлатас ӗҫе пуҫарни. Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне пурӗ 8 том кӗртрӗмӗр — 7, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17. 17-мӗшпе сайт, сӑмах май, паян пуянланчӗ. Ытти томсем те ҫывӑх вӑхӑтра унта лекӗҫ тесе шантаратпӑр. Сӑмахран, 9-мӗш тома туса ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май ку ӗҫӗн (эпир ӑна Ашмаринӑн юбилейӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн) ҫурри пулнӑ та теме май пур. Унсӑрӑн пуҫне эпир чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисемпе пӗрле Михаил Иванович Скворцовӑн вилтӑприйӗ ҫине палӑк лартма укҫа-тенкӗ пухассине пуҫартӑмӑр. |
Раҫҫейре
![]() РФ Шалти ӗҫсен министерстви автомобиле регистрациленӗ чухнехи йӗркене улшӑнусем кӗртме хатӗрленет. Ведомство правилӑсене кӗртмелли улшӑнусене хатӗрленӗ ӗнтӗ. «РИА-Новости» пӗлтернӗ тӑрӑх, машина хуҫисем хӑйсем регистрациленнӗ регионти кодпа ҫеҫ автономер илейӗҫ. Анчах улшӑнусем паян ыранах-пулмӗҫ, ҫӗнӗ йӗрке 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑя кӗрӗ. Документра ҫакна та палӑртнӑ: транспорта патшалӑх автоинспекцийӗн кирек хӑш подразделенийӗнче те регистрацилеме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, раштавӑн 30-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР спорт министрне палӑртни пирки хушу алӑ пуснӑ. Элтепер адмнистрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫа Михаил Богаратов йышӑннӑ. Аса илтерер: Михаил Богаратов чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен спорт министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Паянтан вӑл – спорт министрӗ. Михаил Игнатьев ҫӗнӗ ертӳҫе тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ, ун умне тӗллевсем лартнӑ. «Чӑваш Республики – спортпа туслӑ регион. Малашлӑхра спортпа туслӑ ҫынсем тата ытларах пуласса шанатӑр», - тенӗ Михаил Васильевич Михаил Богаратова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул каҫхине, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче транспорта кӑвак ҫутӑ киличченех ҫӳретӗҫ. Шупашкар хулинчи Хӗрлӗ лапамра суту-илӳ точкисем ӗҫлӗҫ. Транспорт вара кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ирхи 3 сехетченех ӗҫлӗ. Хӗрлӗ лапамра Ҫӗнӗ ҫул каҫхине хула ҫыннисемпе хӑнисене каток ҫинче кӗтеҫҫӗ. Коньки йӑтса пыма ӳркенсен унтах прокат ӗҫлӗ, апла пулсан конькине вӑхӑтлӑха илме май пулӗ. Раштавӑн 31-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра ҫӗрлехи концерт 23 сехетре пуҫланӗ. Ҫурҫӗр ҫитсен Раҫҫейӗн Президенчӗн Владимир Путинӑн Ҫӗнӗ ҫул саламне пӑхма май туса парӗҫ. Фейерверк та пулӗ. Ӑна 1 сехете палӑртнӑ. Килте Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе йӑлӑхнисене пурне те Хӗрлӗ лапама чӗнеҫҫӗ. Ҫӗршыв ертӳҫин саламне телевизорпа итленӗ хыҫҫӑн та салют курма ҫитме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() «Чӑвша Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑна антициклон килет, ҫавна май сивӗтет. Ыран – самаях сивӗ, кӑнтӑрла -13-15 шрадус, ҫӗрле – 17 градус таран. Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче пире мӗнле ҫанталӑк кӗтет-ха? Кӑнтӑрла 9-12 градус сивӗ пулӗ, анчах ҫил кӑнтӑр енчен вӗрнӗрен сивӗ ытлах туйӑнмӗ. Ҫӗрле термометр 14-17 градус сивӗ кӑтартӗ, хӑш-пӗр районта - -20 таранах. Савӑнтарар: республикӑра сивӗ ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлмӗ. Ҫитес ҫулӑн пӗрремӗш кунӗсенченх 3-8 градус кӑна сивӗ пулӗ, анчах кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ. Кӑрлачӑн 3-4-мӗшӗсенче ҫил-тӑман тухӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, юр ҫӳллӗшӗ 5-8 сантиметр таранх ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 11 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта Совет урамӗнчи 65-мӗш ҫурт патӗне полицейски ватӑ ҫынна ҫапса кайнӑ. Пакунли авари вӑхӑтӗнче хӑйӗн машинипе пулнӑ. Ҫапса кайнӑ ватӑ ҫын – 72 ҫулта. ЧР ШӖМӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку авари тӗлӗшпе служба тӗрӗслевӗ ирттерӗҫ. Юрать, пӑтӑрмахра кинемей чӗрех юлнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Шупашкарта Б.Хмельницкий урамӗнче ача ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ун ҫине полицейски пырса кӗнӗ тесе сас-хура сарӑлнӑччӗ. Чӑннипе вара арҫын ача ҫул ҫинче шуса ӳкнӗ, пакунли ӑна пулӑшма тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти транспорт реформине улшӑнусем кӗртес тӗллевпе сасӑлав ирттересси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ҫапла майпа халӑхӑн шухӑшне, сӗнӗвӗсене шута илӗҫ. Аса илтерер: ун чухне сасӑлав раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пынине пӗлтернӗччӗ. Анчах Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗтӗмлетӳсем тума васкамасть-ха. Ҫынсен паян сасӑлав мӗнле вӗҫленнине пӗлес килнӗ ахӑртнех. Пӗлтерме васкатпӑр: сасӑлав малалла, ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗччен, тӑсӑлӗ. «Уҫӑ хула» порталта (https://www.og21.ru/poll/470) 7, 12, 20, 22, 26, 41, 42, 46-мӗш автобуссен тата 15, 18, 19, 22-мӗш троллейбуссен маршручӗсене улӑштарассине сӳтсе яваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |