Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ планеркӑра Шупашкарти пульницӑра ҫӗрле ҫутӑ сӳнсе ларни пирки ыйтӑва хускатнӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ 200 яхӑн пациент сипленет, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать.
«Кунашкал объектсене резервлӑ энерги ҫӑлкуҫӗпе тивӗҫтересси пирки шутламалла», - тенӗ Олег Алексеевич. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ун пеккисене кашни пульницӑрах пӑхса хӑварнине каланӑ. «Пысӑк авари пулсан, ку чылай учреждение пырса тивет тӗк, энерги ҫӑлкуҫӗ пулмаллах. Сӳтсе явӑпӑр, сире пӗлтерӗпӗр», - тенӗ Вениамин Петров.
Электроэнергипе ҫыхӑннӑ авари Хулари клиника центрӗнче пулнӑ. Кӑштахран йӑлтах йӗркене кӗртнӗ, пациентсенчен никам та шар курман.