Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Шупашкарта коронавируспа чирлӗ ҫын пур

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 19.03.2020 17:57 | 706 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Шупашкарта пӗр ҫын коронавируспа чирлине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмра та, Фейсбукра та пӗлтернӗ.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫав ҫын чикӗ леш енчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пульницӑна кайнӑ, сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. Вирус тупнӑскере сипленме вырттарнӑ. Вӑл хӑйне япӑх туймасть. Ют ҫӗршывра пулнӑскере Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.

Коронавирус ҫаклатнӑ ҫынпа ҫывӑх пулнисен сывлӑхне те тӗрӗсленӗ. Вӗсем чирлӗ маррине палӑртнӑ.

Паян пирӗн республикӑра коронавируса сарассине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб черетлӗ канашлӑва пухӑннӑ. Унӑн ӗҫне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ.

#Шупашкар, #Элтепер, #сывлӑх, #канашлусем, #пульницӑсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Элтепере курма кайнине ырламан
2019, 07, 22
Элтепер тивӗҫне Иван Моторин пурнӑҫлать
2019, 08, 12
Глаукома центрӗ уҫасшӑн
2019, 09, 20
Шупашкарти пӗр шкулта ачасемпе вӗрентекенсем чирлесе ӳкнӗ
2020, 03, 12
Маскӑпа спекуляци тӑваҫҫӗ-ши?
2020, 03, 16

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org