Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина Раҫҫей Президенчӗ ӗҫрен кӑларма йышӑннӑ. Владимир Путин хушӑвне Право информацийӗн порталне вырнаҫтарнӑ. Документа утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вӑл ӗҫрен кайма ыйтса ҫырнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Полицин генерал-майорӗ ӗҫрен каяссине Чӑваш Енӗн ШӖМӗн планеркинче ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Мӗн сӑлтавпа заявлени ҫырнине вӑл ӑнлантарса тӑманччӗ. Анчах пурне те пӗлсе тӑракан журналистсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Сергей Неяскинӑн Чӑваш Енӗн Юстици министерствинче министр ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Министр ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнӑ. Унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юрамасть иккен.