Республикӑра
![]() Улатӑрти Виктория Владимирова Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес ӗмӗтпе ҫунатланнӑ. Анчах кӑштахран вӑл хӑй шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫавна май ку должность валли кандидатсене ҫӗнӗрен шырӗҫ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хыпара кӑларӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗнчи ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ. Ачасен правине хӳтӗлес текенсен хӑйсен шухӑшне ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пӗлтермелле. Кун пек документа Альбина Егорова спикер алӑ пуснӑ иккен. Ача-пӑча омбудсменӗн пуканӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пушаннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Виктория Владимирова ку яваплӑха илме килӗшнӗ. Анчах унӑн юридици пӗлӗвӗ пулман, мухтанмалӑх ӗҫлемен тесе тиркекенсем те тупӑннӑ. Апла пулин те хӗрарӑм ҫулне пӳлес темен, ЧР парламенчӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ (коммунистсемсӗр пуҫне) ҫав кандидатурӑна ырланӑ. Владимирова хӑйӗн хучӗсене каялла илни унӑн кандидатурине Мускав ырламаннипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлакансем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |