Республикӑра
![]() Тӗрмене лекмӗп, хутаҫ ҫакса утмӑп теме хушман ваттисем. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи каҫару комиссийӗн хальтерех иртнӗ ларӑвне юсанмалли 1-мӗш колоние пухӑннӑ. Унта судпа айӑпланнӑ Чӑваш Енри 12 ҫыннӑн ыйтӑвне пӑхса тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне комисси каҫарас тенӗ. Республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвесен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, М. хушматлӑ арҫын хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмахшӑн чунтан кулянать. Ҫавӑншӑн вӑл ӳпкелешет. Пурӑннӑ вырӑнта ӑна ырласа каланине, юсанмалли учрежденире лайӑххисен шутӗнчине, унта хушакан ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫланине те шута илнӗ. Арҫын унччен судпа айӑпланман. Юсанмалли ҫул ҫине вӑл ҫирӗп тӑнӑ тесе пӗтӗмлетнӗ. Каҫарма йышӑннӑ арҫын ӗҫне РФ Президенчӗ пӑхса тухса йышӑну тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри полицейскисем ытти хулари ӗҫтешӗсемпе ултавҫӑсен хура ӗҫне тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Хайхискерсем медицина пулӑшӑвӗ паракан клиникӑсем уҫнӑ, «Мед-клиник» ятлӑ вӑл. Клиникӑра ӗҫлекенсем ҫынсене хӑйсем патне илӗртсе сывлӑхне тӗрӗсленӗ, ҫук чирсем тупса палӑртнӑ та сипленмешкӗн кредит илме сӗннӗ. Кунашкалли Шупашкарти Ярославль урамӗнче те пулнӑ. Унта вӑй хуракансем ятарлӑ медицина пӗлӗвӗ те пулман. Ҫак «тухтӑрсем» уйрӑмах ватӑ ҫынсене улталанӑ, тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн чирсем шутласа тупнӑ, ӑна пӗр тӑхтамасӑр сиплемелли пирки каланӑ. Анчах йӳнӗ мар, ҫавӑнпа кредит илме сӗннӗ. Хӑшӗ-пӗрине 500 пин тенкӗ таранах илтернӗ. Кунашкал ухтарусене Мускавра, Питӗрте, Владимир, Калуга, Рязань, Ярославль облаҫӗсенче те ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче пурӑнакан 79 ҫулти арҫын вӑрманта 2 талӑк ҫурӑ пулнӑ. Хайхискер ҫухалса кайнӑ. Ҫитменнине, вӑл сахӑр диабечӗпе аптӑрать. Телее, ватӑскере тупнӑ, вӑл чӗрех. Ку чӑннипех те тӗлӗнтермӗш. Ара, ун чухне кӑнтӑрла 12 градус ӑшӑ, ҫӗрле 3 градус ӑшӑ ҫеҫ пулнӑ. Арҫынна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыранӑ. Кинологсем те айккинче юлман: 2 йытӑ тата 6 ҫын шырама пикеннӗ. Ахаль ҫынсем те пулӑшма тӑрӑшнӑ. Пӗр йытӑ арҫын йӗрне шӑршласа тупнӑ, анчах вӑл сукмак ҫинче татӑлса кайнӑ. Вӑхӑт шунӑ, ватӑскер вара ҫаплах тупӑнман. Пӗр каҫхине иртсе пыракан водитель ҫавнашкал ватӑ ҫынна курнине каланӑ. Ҫур сехетрен арҫынна тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ку эрне пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ене тискер чӗрчунсен урнӑ чирӗпе кӗрешмелли «Рабистав» вакцина кӳрсе килнӗ. Вӑл, 25-30 грамм таяканскер, параллелепипед евӗр, шалта – вакцинӑллӑ капсула. Ҫак вакцинӑсене тискер чӗрчунсем валли хурса тухӗҫ. Пӗр тӑваткал ҫухрӑм ҫине 20-25 брикет лекӗ. Уйрӑмах урнӑ чирпе чирленӗ тискер чӗрчунсене тупса палӑртнӑ вырӑнсене тимлӗх уйӑрӗҫ. Вакцинӑсене ҫитес кунсенче сукмаксем ҫине, чӗрунсен шӑтӑкӗсем тӗлне хурса тухӗҫ. Вакцинӑна тискер чӗрчун ҫисен 21-мӗш кунне иммунитет ҫирӗпленет. Вӑл 12 уйӑхран ҫеҫ хавшӗ. Кунашкал вакцинацие ытти ҫул та ирттернӗ. Специалистсем урнӑ чирпе аптӑракан тискер чӗрчунсен шучӗ чакнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катек ялӗнчи Вӑрман урамӗнчи 35-мӗш ҫурт умӗнче ҫӑл пур. Анчах унтан шыв ӗҫме юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл гигиена нормативӗпе, микробиологи кӑтартӑвӗпе килӗшсе тӑмасть. Ҫӑлта колиформлӑ бактерисем тупнӑ. Вырӑнти ҫынсене таса шывпа тивӗҫтересси – Сӑнав ял тӑрӑхӗн администрацийӗн тивӗҫӗ, анчах тӳре-шара нимӗн те туман. Пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ҫӑла вӑхӑтлӑха хупма ыйтнӑ. Халӗ администраци ҫӑла дезинфекцилеме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ялти ҫынсен унтан 30 талӑк шыв ӗҫме юрамасть. Суд приставӗсем ҫал патне тӑтӑшах килеҫҫӗ, ял ҫыннисем суд йышӑнӑвне пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти тиев портӗнче ӗнер инкек пулнӑ: унта ҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫын – «Химпром» рабочийӗ. Предприятин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек 19 сехет те 55 минутра пулнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ предприятинче хлор тата каустика производствин цехӗн юсав енӗпе ӗҫленӗ мастерӗ Иванов Геральд Васильевич путса вилнӗ. Ҫакна малтанлӑха ирттернӗ суд-медицина экспертизи ҫирӗплетнӗ. РФ Следстви комитечӗ, ӗҫлев патшалӑх инспекцийӗ тата прокуратура ҫак инкеке тӗпчеҫҫӗ, лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка хулинчи кафесенчен пӗринче иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче хӑналаннӑ арҫын икӗ хӗрарӑм-полицейски ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Самай ӗҫсе хӗрнӗскер хӑйне килӗшӳсӗр тытнӑ. Обществӑри йӗркелӗхе пӑсать тесе пакунлисене чӗнсе илнӗ. Полицейскисем арҫынна лӑпланма ыйтсан вӑл шӑпланма мар, пушшех хӗрсе кайнӑ темелле. 52 ҫултискер полицейскисене алӑпа ҫапма, урапа тапма тытӑннӑ. Ҫапӑҫакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын тӗлӗшпе судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Тухтӑрсем арҫын психика тӗлӗшӗнчен чирлине палӑртнӑ. Вӑл хӑйне хӑй тытса чараймасть, килӗшӳсӗр тытнине ӑнланмасть иккен. Суд ӑна психиатри пульницинче сипленмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ыран вӑйлӑ ҫил алхасас хӑрушлӑх пур. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Вӑл вара республикӑн Гидрометцентрӗ хыпарланине систерет. Гидрометцентра ӗненсен, ыран пирӗн тӑрӑхра ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрмелле. Аслати авӑтасси пирки те асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫанталӑк япӑхса кайсан вӑйлӑ ҫилпе электролини тата ҫыхӑну линийӗсем татӑлас хӑрушлӑх пулӗ. Вӑйсӑр ларакан конструкцисем персе анма пултарӗҫ. Транспорт ҫӳрессине те витӗм кӳрес хӑрушлӑх пур. Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче ҫынсене хӑрушӑ вырӑнсен ҫывӑхӗнче тӑма сӗнмеҫҫӗ. Тӳнме пултаракан япаласемпе юнашар автомашинӑсене лартмалла мар. Шыв вӑйлӑ хумханнӑ чух кимӗ таврашӗпе ишме тӑхтамалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Эпир ялшӑн тӑрӑшса ҫунса пурӑнсан унӑн пуласлӑхӗ пурах. Ҫуралнӑ тӑван кӗтес аталанса пытӑр тесен алӑ усса лармалла мар. Унӑн малашлӑхӗ пирки кунран кун шухӑшламалла. Пирӗн тӑрӑхра кун пек маттур та пуҫаруллӑ, тӑван ен шӑпишӗн ҫунакан ҫынсем пайтах», — хыпарланӑ Патӑрьел районӗнчи Первомайски ял тӑрӑхӗн сайтӗнче. Ӗнер унта ял сӑн-сӑпатне хитрелетсе тӑракан стелла уҫнӑ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫе «ырӑ кӑмӑллӑ ял йыш тӑрӑшнипе, депутатсемпе аякра пурӑнакан ентешсем пулӑшнипе» пурнӑҫланӑ. Стеллӑна уҫмашӑкӑн Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Станислав Никитин, Патӑрьел район депутачӗсем Алексей Емельяновпа Димитрий Выросов, Шупашкарти «Весна» предпиряти ертӳҫи Вячеслав Камышев, «Сидели» ял хуҫалӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Александр Иванов, районти «Авангард» хаҫат редакторӗ Александр Козлов тата ыттисем пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи тӗп вулавӑшра «Вспомним всех поименно...» (чӑв. Пурне те ятран асӑнар)" кӗнекене хӑталнӑ. Ӗҫӗн авторӗсем — Кивӗ Ахпӳртри А. Салминпа А. Павлова иккен. Вӗсем — ашшӗпе хӗрӗ. Пӗрле пулса ҫавсем тӑваттӑмӗш кӗнеке пичетленӗ. Кӗнекене пахалама районти таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсем, библиотекарьсемпе музей, архив ӗҫченӗсем, чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем, авторсен ҫывӑх тӑванӗсемпе кӳрши-аршисем, вулакансем пухӑннӑ. 600 ытла страницӑллӑ кӗнекере ҫыравҫӑсем Туҫа ял тӑрӑхне кӗрекен ҫичӗ ялтан граждан тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ хастарсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Истори чӑнлӑхне ҫирӗплетес тесе авторсем Чӗмпӗр тата Шупашкар хулисенчи архивсен докуменчӗсемпе, ученӑй-историксен материалӗсемпе тата ялсенче пурӑнакан ватӑ ҫынсен аса илӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫавӑн пекех Япони, Венгри, Чехословаки, Афган, Чечня вӑрҫисене хутшӑннисене те манса хӑварман. Кӗнекере вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ял пурнӑҫне, вӑрҫӑ ачисем ҫинчен ҫырнӑ тӗрленчӗксемпе те паллашма пулать. «Ку кӗнекене ман Туҫа ял тӑрӑхӗн энциклопедийӗ тесе калас килет. Пур енӗпе те паха та пуян кӗнеке», — тесе хак панӑ Чӑваш Республикин журналистсен союзӗн членӗ, Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |