Сывлӑх
![]() Шупашкарти тухтӑрсем усал шыҫӑпа чирлӗ 55 ҫулти арҫынна кӑткӑс операци тунӑ. Унӑн чӗлхине тӗпӗ-йӗрӗпе касса илсе ҫӗннине лартса панӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн тӑваттӑмӑш тапхӑра куҫнӑ усал шыҫӑ пулнӑ, чӗлхи пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна май тухтӑрсем ӑна касса илме, хӑйӗн ӳт-мышципе усӑ курса ҫӗннине лартса пама йышӑннӑ. Ку операци чӑннипех питӗ кӑткӑс шутланать-мӗн, ҫавна май пур центрта та ун йышши операцисем тумаҫҫӗ. Каласа хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, асӑннӑ операци ӑнӑҫлах иртнӗ. Халӗ арҫыннӑн хими-пайӑрка сиплевӗ витӗр тухмалла, хӑй тӗллӗн апатланма тата калаҫма хӑнӑхмашкӑн реабилитаци тапхӑрне тӳссе ирттермелле. Врачсем хушнине пурнӑҫласа пырсан вӑл чиперех калаҫма, ҫиме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри клиника пульницинче хальхи йышши магнитлӑ резонанс томографӗ вырнаҫтарнӑ. Республикӑра кунашкалли пӗрре кӑна. Вӑл пулӑшнипе тӗрлӗ чир-чӗре тупса палӑртма пулать. Республикӑри клиника пульницин тухтӑр-рентгенологӗ Сергей Иванов каланӑ тӑрӑх, томограф пулӑшнипе 1 миллиметр таран та ӳсмен усал шыҫҫа тупса палӑртма май пур. Эппин, ку пульницӑра усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрӗнчех асӑрхӗҫ. Ҫавӑн пекех пуҫ мимин тата ҫурӑм шӑммин сӑссин чирӗсем те палӑрӗҫ. Томограф шӑмӑсене те тӗплӗн «тишкерӗ», чир-чӗре тӳрех тупса палӑртӗ. Пациентсем ҫӗнӗ хатӗре хӑйсем ҫинче тӗрӗслесе курнӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ томограф сахал мар пациентӑн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян ирхине РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина учрежденийӗсен ӗҫченӗсем Шупашкарти кӳлмеке хускану тума пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 600 яхӑн ҫын пухӑннӑ. Медицина ҫыннисем шӑматкун хускану тума тухасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Вӗсем Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне халалланӑ «Пурнӑҫ патне – 10 пин утӑм» акцие хутшӑннӑ. Зарядка 9 сехетре пуҫланнӑ, ӑна республикӑри фитнес-аэробика федерацийӗн элчисем ирттернӗ. Медицина ӗҫченӗсем хусканусем тунӑ хыҫҫӑн уҫӑлса утнӑ. Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина ӗҫченӗсем хускану кунне пиллӗкмӗш уйӑх ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗнӗ марка Шӑп та лӑп чӗрӗк ӗмӗр каялла, 1994 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫей .RU наци доменне илнӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫей почти ятарлӑ марка кӑларнӑ. Унӑн номиналӗ — 32 тенкӗ. Виҫи — 37×37 мм. Ҫӗнӗ маркӑна 135 пин тиражпа пичетленӗ. Марка ҫине Раҫҫейӗн наци доменне ӳкерсе хунӑ. Маркӑн дизайнер-художникӗ — С. Капранов. Федерацин ҫыхӑну агентствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, .RU домена InterNIC пӗтӗм тӗнчери центр регистрациленӗ. Домен администраторӗ — РосНИИРОС (чӑв. Раҫҫейӗн общество ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ). СССР арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсен доменӗсене 1992 ҫулта Литва, Эстони, Грузи тата Украина илнӗ, 1993 ҫулта – Латви тата Азербайджан. .RU доменӑн капашсӑр аталанӑвӗ 2006-2008 ҫулсенче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() «РЖД» (чӑв. Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем) холдинг Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсем валли кӑҫал та хӑйне евӗр парне хатӗрленӗ. Асӑннӑ категорие уяв тӗлӗнчи вунӑ кун хушшинче ҫеҫ мар, ҫу уйӑхӗпех тӳлевсӗр илсе ҫӳреме шантараҫҫӗ. Ытти ҫул, астӑвасса, тӳлевсӗр илсе ҫӳремелли тапхӑр пӗр уйӑхах тӑсӑлмастчӗ. Ветерансен пур йышши вакуна суйлама ирӗк пур. Ҫав шутра — СВ тата Люкс шутланаканнисенче те. Ҫӑмӑллӑхпа Раҫҫей тӑрӑх хутлакан пуйӑссенче усӑ курма юрать. Инҫе ҫула хӑвӑрт ҫӳрекен «Сапсан» тата «Ласточка» пуйӑссенче те тӳлеттермӗҫ. Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче вӑрҫӑ ветеранӗсем темиҫе хут та тӳлевсӗр хутлайӗҫ. Вӗсемпе пӗрле пӗр ҫыннӑн ҫула тӳлевсӗр тухма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев нумаях пулмасть хӑйӗн пултарулӑхӗн тата тепӗр енӗпе палӑрчӗ – 50 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Картсем: калавсем» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ. Чӑн та, кӗнеки те хулӑнах мар, хайлавӗсене калав тесе палӑртни те тӗрӗсех мар, вӗсем пурте тенӗ пекех – аса илӳсем. Хӑшӗ-пӗри хӑй жанрӗпе тӗрленчӗке е эссене ҫывӑх, теприсене литература очеркӗ теме пулать. Ҫакӑ вӗсен ятӗнченех сисӗнет: калӑпӑр, «Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑтакасӑм, Вӑтакас…», «Кукамай шӑплӑхӗ» е тата «Мишша тете», «Миккуль тете», «Атте утарӗ» пайсенчен тӑракан хайлав. Сӑн ӳкерчӗксем те кӗнекене аса илӳ техӗмӗ кӗртеҫҫӗ: вӗсенче – автор ачалӑхӗ, тусӗ-юлташӗ, тӑванӗ-пӗтенӗ… «Ҫӑкӑр чӗллипе» «Кушак ҫури» ыттисенчен уйрӑлсарах тӑраҫҫӗ: ку хайлавсем автор ачалӑхӗпе ҫыхӑнман, вӗсенче сюжет аталанӑвӗ те пур. Тепӗр тесен, жанр тасалӑхне хӳтӗлесси пархатарлӑ ӗҫ мар, критиксемпе литература тӗпчевҫисем ав Пушкинпа та килӗшмеҫҫӗ: унӑн кӗскен «Белкин повеҫӗсем» текен хайлавӗсем, тӗслӗхрен, нимле повеҫсем те мар иккен, вӗсем – новеллӑсем! |
Хулара
![]() Шупашкарти следовательсем пӗр коммерци фирмин директорӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Ҫак пуҫлӑх подшипниксем сутас тӗлӗшпе ӗҫленӗ. Директор налук тӳлемен тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи виҫҫӗмӗш кварталтан пуҫласа 2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталччен вӑл налук декларацийӗнче суя цифрӑсем кӑтартса налук тӳлессинчен хӑтӑлнӑ. Ҫапла майпа вӑл хыснана 15,5 миллион тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Следстви пуҫлансан усламҫӑн тата организацин пурлӑхне арестленӗ. Кун хыҫҫӑн директор тӑкака, пенисемпе штрафсене – пӗтӗмпе – 20 миллион тенкӗ ытла – саплаштарнӑ. Ҫапла пуҫлӑх явап тытман, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти арҫын А4 форматлӑ хут туяннӑ чухне шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче 2 пин пачка хут саккас панӑ, сутуҫӑ куншӑн малтанлӑха ҫур хакне – 130 пин тенкӗ – куҫарса пама ыйтнӑ. Арҫын укҫана кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ, анчах хут килмен. Шупашкарта пурӑнакан 24-ри каччӑ диван сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тӑратнӑ. Анчах сутас вырӑнне хӑй укҫа ҫухатнӑ: ултавҫӑсене 1800 тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37-ри хӗрарӑм вара тӗнче тетелӗнче тест тухса банк бонусӗсем выляса илнине ӗненнӗ. Унӑн счечӗ ҫинчен 4900 тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 80-ри кинемей вара «банк ӗҫченне» пула 40 пин тенке яхӑн ҫухатнӑ. Куратӑр пулӗ: ултавҫӑсем ҫын шанчӑкне кӗрсе пуйма хӑтланаҫҫӗ. Унашкал тӗслӗх нумай, полицейскисем кун пирки кашни кун тенӗ пекех пӗлтереҫҫӗ. Ҫапах ултавҫӑсен аллине ҫакланакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулӑр! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш хулинче пурӑнакан арҫын алимент тӳлемен – парӑм 200 пин тенкӗрен те иртнӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ашшӗн ачисене укҫан пулӑшмалла. Приставсем ӑна уголовлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ, анчах кӑлӑхах. Ӗҫпе тивӗҫтерекен центра та янӑ – усси пулман. Арҫынна 2018 ҫул вӗҫӗнче административлӑ майпа явап тыттарнӑ: 60 сехет ӗҫлеттермелле те тунӑ. Ҫапах кун хыҫҫӑн та вӑл парӑма татма васкаман. 30 ҫулти арҫыннӑн ҫапла майпа пысӑк парӑм пухӑннӑ. Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ ҫеҫ ӑна вырӑнтан хускатнӑ. Темиҫе кунтан ҫакскер районти уйрӑма пынӑ та суд приставӗсене парӑма пӗтӗмпех татнине ӗнентерекен хут кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗршӗн вӑрҫӑнма хушманнине пурте пӗлетпӗр-ха. Апла пулин те хӑшӗсем ют пурлӑх ҫине пырса кӗрсе ят илтесрен хӑрамаҫҫӗ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта планпа пӑхман виҫӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума вӗсене унта ҫитнӗ ҫӑхавсем хистенӗ. Тӗрӗслев ҫынсемпе организацисем ахальтен пулӑшу ыйтманнине ҫирӗплетсе панӑ. Патӑрьел районӗнчи усламҫӑ автозаправка станцийӗ валли ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне хӑй тӗллӗн йышӑннӑ. Хайхискер ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫине пырса кӗнӗ. Пурӗ 289 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хуҫаланма тытӑннӑ вӑл. Ҫӗрӗн хуҫи хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине пырса кӗнине ӑнланмасӑрах юлнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр организаци ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 567 тӑваткал метр лаптӑк ҫӗр ҫине хӑйӑр тата вак чул тӑкма тытӑннӑ. Шупашкар районӗнчи усламҫӑ райпо ҫӗрӗ шутланакан 18 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Унта вӑл тимӗртен конструкци вырнаҫтарнӑ. Ҫӗр саккуне пӑсакансене пурне те явап тыттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |