Вести.ру сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлти Атӑл тӑрӑхӗнчи регионсене вӑйлӑ ҫумӑрсем ҫитме пултараҫҫӗ. Япӑх ҫанталӑк Чӑваш Енрен те пӑрӑнмӗ ахӑртнех.
Ку эрнере ҫанталӑк питех савӑнтармарӗ: Раҫҫейри темиҫе регионта вӑйлӑ ҫумар ҫунӑ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пӗр талӑкра пӗр уйӑхри норма чухлӗ ҫумӑр ӳкнӗ. Халӗ циклон Чулхула, Киров облаҫӗсем, Чӑваш Республики еннелле каять. Ҫитменнине, сывлӑш температури самаях анӗ: 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ.
Вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ регионсенче халӗ тавралӑха йӗркене кӗртеҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пахчасем шыва кайнӑ, ҫулсем юхӑннӑ, машинӑсем сиенленнӗ.