Ну, хӑҫан ҫанталӑк ӑшӑтӗ? Хӑҫан ҫулла каялла таврӑнӗ? Ку ыйтусем сире те пӑшӑрханатарҫҫӗ-и? Апла синоптиксем мӗн каланине пӑхса тухар.
Республикӑна циклон ҫитнӗ. Ыран та ҫанталӑк ӑмӑр пулӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, ҫӗрле вара сивӗтӗ. Кӑнтӑрла сывлӑш температури 11-16 грудус ӑшӑнӗ.
Юнкунран ҫанталӑк лайӑхланӗ. Термометр 20 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Кӗҫнерникун тата тепӗртак ӑшӑтӗ. Ҫапах вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ.
Эрнекун каллех ҫумӑр нумай ҫӑвӗ: 1 тӑваткал метр ҫине 10-20 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫакӑ ҫеҫ савӑнтарать: кӑнтӑрла 20 градус, ҫӗрле 13-15 градус ӑшӑ пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче ҫумӑр ҫукалӗ, термометр 15-20 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Кунашкал ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш ҫуррине аса илтерет.