Утӑ уйӑхӗ вӗҫленсе пырать, анчах вӑл шӑрӑх ҫанталӑкпа питех савӑнтармарӗ-ха. Малашне мӗн кӗтмелле? Шел те, синоптиксем савӑнтармаҫҫӗ – республикӑра ҫитес эрнере каллех сивӗтет. Ҫанталӑк кӗркуннене аса илтерӗ.
Тунтикун сывлӑш температури 10-15 градус ҫеҫ пулӗ. Кунашкалли авӑн уйӑхӗнче ытларах пулать. Ҫитменнине, ҫил вӑйланӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Вӗсене пула, телее, ҫӗрлесерен тӑм ӳкмӗ. Кӗҫнерникунччен ҫанталӑк ҫапла тӑрӑ.
Кӗҫнерникун Чӑваш Ене ӑшӑ фронт килет. Анчах ҫумӑр ҫума чарӑнмӗ-ха. Сывлӑш температури вара ӳсӗ – ҫурлан 1-4-мӗшӗсенче 15-20 градус пулӗ. Хальлӗхе синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла та утӑ уйӑхӗ пек 2-3 градус сивӗрех тӑрӗ.