Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫанталӑк самаях шӑрӑх тӑчӗ. Ҫӗртмен 22-мӗшӗнче ытти кунрах ӑшӑрах пулнӑ: термометр 31,1 градус кӑтартнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра синоптиксем ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Урамра ыранах уҫӑрах пулӗ: термометр кӑнтӑрла 18-20 градус кӑтартӗ, ҫӗрле – 10-12 градус. Ытларикунпа юнкун ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пӗчӗк. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вара тинех ҫумӑр чашлаттарӗ. Уйӑх вӗҫӗ кӗрхи ҫанталӑка аса илтерӗ: ҫумӑр ҫӑвӗ, сивӗ пулӗ. Ҫӗртмен 28-30-мӗшӗсенче 1 тӑваткал метр ҫине 23 литр таран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Пӑшӑрханса ан ӳкӗр: утӑ уйӑхӗнче шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ-ха. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче те ҫумӑр ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |